24 августа 2011 г.
Мăн Вылă ялĕн вĕçĕнче, аслă çул хĕрринче – вăтам шкул. Капмаррăн та илемлĕн курăнса ларать вăл. Кунта пырса кĕме те кăмăллă пулчĕ, тÿрех тирпейлĕхпе йĕркелĕх тыткăнларĕç.Тĕрлĕ-тĕрлĕ чечекĕсем шкула кĕме чĕннĕн туйăнчĕç. Шалта малтанах постри техслужащи кăначчĕ-ха. Кĕçех пĕр харăсах йышлăн çитсе кĕчĕç. Кусем – вĕрентекенсем.
– Отпускра пултăмăр. Кану кунĕсем вĕçленчĕç ĕнтĕ. Умра – хĕрÿ тапхăр. Çĕнĕ вĕренÿ çулне япăх мар кĕтсе илетпĕр, – терĕ директорăн вĕрентÿпе воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕ Римма Ивановна Иванова.
100 çултан иртнĕ шкулăн пурлăхпа техника базине чухăн тееймĕн. Кунта спорт залĕ, стадион, библиотека, компьютер класĕ, вĕренÿ кабинечĕсем 11 шутланаççĕ. Компьютерсене информатика кабинечĕсĕр пуçне библиотекăра, 6 пÿлĕмре, директорпа унăн çумĕн кабинечĕсене те вырнаçтарнă. Шкулăн мультимеди проекторĕсем 4, видео тата аудиотехника, 4 сканер, 5 принтер. Пур кабинетсем валли те ку чухнехи сĕтел-пукан, çĕнĕ доскасем туяннă.
Вĕренÿ кăтартăвĕсем енĕпе илсен, мăн вылăсем лайăххисен шутĕнче. Иртнĕ вĕренÿ çулĕнче вун пĕрмĕшсем пĕрлĕхлĕ патшалăх экзаменне ăнăçлă тытнă. Руслан Михайлов тата Анастасия Матвеева вĕренекенсем вăтам шкула ылтăн медальпе пĕтернĕ. Кунта пултаруллă ачасем татах та нумай. Вĕсем çулленех районти тата республикăри олимпиадăсене хутшăнаççĕ. Пĕлтĕр 17-ĕн çĕнтерÿçĕсем пулса тăнă. Çиччĕмĕш класри Инесса Шашкина, сăмахран, çырас ăсталăх енĕпе республикăра пĕрремĕш вырăна тухнă. Вăл Президент елкине, «Артек» лагере кайма тивĕçнĕ.
Шкул ÿсĕмĕ вĕрентекенсен пултарулăхĕнчен нумай килни каламасăрах паллă. Учительсем – вун тăххăрăн, чылайăшĕ нумай çул ĕçлесе пысăк ăсталăх пухнă. Музыкăпа пĕлÿ паракан Светлана Иосифовна Федорова – чи пысăк класлă вĕрентекен. Пĕрремĕш категориллисем 13-ĕн, иккĕмĕш категориллисем 2-ĕн. Çав хушăрах категори илейменнисем те пур-ха, кусем – 3-ĕн. Çĕнĕ вĕренÿ çулне çĕнĕ ертÿçĕпе пуçлĕç. Ку яваплă ĕçе шалти ĕçсен пайĕнче ĕçленĕ Николай Петрович Иванова шаннă. Вăл Çирĕккасси ялĕнчен.
Шкулта кашни ачан пултарулăхне аталантарассипе программа туса хатĕрленĕ. Ачасем активли, нумай пĕлесшĕнни, яваплăха туйни палăрать. Ку паха енсем тĕрлĕ шайри мероприятисене хутшăннипе аталанаççĕ. Вĕрентÿ ĕçне кирлĕ пек йĕркелеме тăрăшни мала кайма çул уçса парать те.
Шкулĕ тул енчен хитрен курăнать. Анчах та, пытармалли çук, çумăр çусан тăрăран шыв анать. Çавна май хăшпĕр классен сăнĕсем те тĕссĕртерех. Стенасен çутăлăхĕ те çитеймест. Çавна палăртнă та вĕренÿ çулне мĕнле хатĕрленнине тĕрĕслекен комисси членĕсем. Шкулта вара юсав ĕçĕсене пурнăçламан тееймĕн. Пÿлĕмсен стенисенчи шăтăк-çурăксене питĕрнĕ, сăрланă. Столовăй пÿлĕмне, уйрăм кабинетсене сăрласа çĕнĕ сăн кĕртнĕ.
Ытти чылай çĕрти пекех Мăн Вылă шкулĕнче те ачасен шучĕ хушăнса мар, çулленех чакса пырать. Нумаях пулмасть-ха, темиçе çул каялла кăна, 200 ытла вĕренекен шутланнă пулсан, иртнĕ вĕренÿ çулне 174-ăн кăна вĕçленĕ.
Елена ТИМОФЕЕВА.