АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Килте тунă техникăна кăтартĕç

24 августа 2011 г.

Сентябрĕн 18-23-мĕшĕсенче, Шупашкарта, Трактор музейĕн картишĕнче, «21 ĕмĕрĕн Кулибин» курав иртет. Ял ĕçченĕсене килте ăсталанă трактор, кăкарса усă курмалли агрегат, ытти техника кăтартма май туса параççĕ. Унта уйрăм çынсем, проектпа конструктор организацийĕсем, рационализаторсем хутшăнма пултараççĕ. Конкурса хутшăнмашкăн кăçалхи сентябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне трактор завочĕн концерне заявка тăратмалла. Трактор музейĕн директорĕ А.Сергеев патне те тухма пулать. Унăн телефонĕ: 8(835)267-66-02.

Кашни номинацире виçĕ преми параççĕ. Пĕрремĕш вырăншăн 15000 тенкĕ, иккĕмĕшĕшĕн 10000 тенкĕ, виççĕмĕшĕшĕн 5000 тенкĕ. Кам килте техника хăй тĕллĕн ăсталанă – конкурса хутшăнма пултаратăр.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика