АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ватăсем шыва кĕчĕç

24 августа 2011 г.

Нумаях пулмасть Элĕкри культурăпа кану центрĕ çумĕнчи ветерансен хорĕн членĕсем (20 çын) ятарлă автобуспа Ураскилт тăрăхне кайрĕç. Культпохода Г.Терентьев йĕркелерĕ, вăлах кунти тавралăх çинчен нумай каласа пачĕ. Ара вăл Ураскилтре çуралса ÿснĕ-çке.

Чăн малтанах Ураскилтри чиркÿпе паллашрăмăр, турăшсем умне çуртасем лартрăмăр. Хыççăн Шĕнтреш ялĕнчен инçех мар вырнаçнă сиплĕ шыв кăларса тăракан çăл куç патĕнче пултăмăр. Шыва ĕçсе килентĕмĕр, чÿхенсе те тухрăмăр. Хăшĕсем темиçе хутчен кĕме те ÿркенмерĕç. Сиплĕ шыва савăтпа илсе килчĕç. Программăпа килĕшÿллĕн Шăлан патĕнчи вăрманта кану сехечĕ турăмăр. Г.Терентьев хăйĕн хут купăсне тăсса ячĕ, ветерансем чăтса тăраймарĕç, юрă хыççăн юрă юрларĕç. Ташшисем те пулчĕç, хаваслă такмаксем чуна çĕклерĕç.

Нумай пулмасть ветерансен пĕр ушкăнĕ Чулхула облаçĕнчи Дивеевăна кайса килчĕ. Серафим Соровский ячĕпе хисепленекен çăл куç патĕнче пулчĕç.

Умра – хĕрÿ ĕçсем. Илемлĕх ертÿçи В.Терентьев çĕнĕ репертуар хатĕрлеме тытăнни çинчен пĕлтерчĕ.

Анатолий ТИМОФЕЕВ,

районти ĕçпе вăрçă ветеранĕсен канашĕн председателĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика