24 августа 2011 г.
Ялти сакăр çул вĕренмелли (халĕ – вăтам) шкулăн 8-мĕш класĕнче вĕреннĕ чух, март уйăхĕнче, атте мана ялти магазинран, 45 тенкĕпе, Шуя фабрикинче туса кăларнă купăс туянса пачĕ. Уншăн, паллах, хытă савăнтăм. Çав инструментпах тĕрлĕ юрă-кĕвĕсем выляма хăнăхса çитрĕм. Каçсерен унпах урама тухса лараттăм та хĕрсене çавăртараттăм. Шупашкарти профтехучилищĕре вĕреннĕ чухне те, ялти çамрăксемпе шкулта учительсенчен йĕркеленĕ художество пултарулăх коллективне ертсе пынă çулсенче те купăса алăран ямарăм.
Çул хыççăн çул иртрĕ, килте вара манăн купăссен шучĕ ÿссе пычĕ. Хальхи вăхăтра эпĕ «Шуя», «Вятка», «Тула», «Беларусь» купăссене типтерлĕ упратăп, хушăран вĕсемпе выляса чунăма уçăлтаратăп, иртсе кайнă çулсене аса илетĕп. Анчах, купăса темле лайăх тытсассăн та, унăн хăшпĕр пайĕсем юрăхсăра тухаççĕ çав. Çапла вара ăна юсаттарма тивет. Шел те, купăс-баян юсама пĕлекенсем пирĕн таврара çукпа пĕрех. Юрать-ха Мăн Вылпа çырма урлă вырнаçнă Шураç ялĕнче иртнĕ вăрçă вут-çулăмĕ витĕр тухнă Игнатьев Герасим Игнатьевич (1901-1984) пулнă. Хăй ĕмĕрĕнче вăл таврари музыкантсене сахал мар купăс ăсталаса-юсаса панă, çавăнпа пĕрлех хăй те çав инструмент çинче выляма пултарнă.
– Пирĕн аттепе анне çичĕ ача таран çуратнă, иккĕшĕ вилнĕ, пиллĕккĕшĕ ÿссе пурнăç çулĕ çине тухнă. Пурте купăспа выляма вĕренчĕç. Паянхи кун эпир иккĕн çеç юлтăмăр. Степанида аппа 83 çула çитрĕ, Шупашкарта пурăнать, анчах та çемьеллĕ пулаймарĕ. Тунсăхлă самантсенче яланах купăса алла илет те иртнĕ çулсенчи юрă-кĕвве тăсса ярать. Аттеренех эпĕ те 12-рех купăспа выляма тата ăна ăсталама хăнăхса пытăм. Кашни вырсарни кун хамăр майлаштарнă купăссене Вылпасарне кайса сутаттăмăр. Ачаранах хăнăхнă ĕç килĕшсе кайрĕ. Эпĕ халĕ те купăс-баяна алăран ямастăп, вĕсемпех чунăма уçăлтаратăп, концертсене те хутшăнкалатăп. Республикăра мана пĕлекенсем, хăйсен музыка инструменчĕсем юрăхсăра тухсан, тÿрех ман пата вĕçтерсе çитеççĕ. Ку таранччен эпĕ 100-150 купăс юсанă тата сутнă, халĕ те сутлăхра баянпа виç-тăват купăс пур, – каласа парать ялти ăста музыкант, 79 çулалла çывхарса пыракан Николай Герасимов.
Герасимовсен кирпĕчрен питĕ хитре купаланă килĕ-çурчĕсем çырма хĕрринче вырнаçнă. Çав вырăнтанах тăвалла ялăн икĕ урамĕ хăпарса пынă. Малтанах йывăç пĕренеллĕ пÿртре Николай Герасимовичăн пулас мăшăрĕ Юлия Алексеева çуралса ÿснĕ, унтах пурăннă. Каччи Совет Çарĕнчен таврăнасса комсомолка чăтăмсăр кĕтнĕ. Çар службинче виçĕ çул пулнă йĕкĕт яла çаврăнса çитсен, икĕ юратнă чĕре малашлăх планĕсене палăртнă. Çемьере ачасем йышлă пирки Николайăн уйрăлса тухма тивнĕ, Юлия вара ăна хаваспах хăй патне йышăннă. Çапла вара чун савнисем 1959-мĕш çулхи февральте пĕрле пурăнма тытăннă, виçĕ маттур ывăл çуратса ÿстернĕ. Сăмах май, виççĕшĕ те, аслашшĕпе ашшĕ пекех, купăспа выляма пултараççĕ. Професси енĕпе илес пулсассăн – вĕсем шоферсем, аслисем – Шупашкарта, кĕçĕнни тăван килтех тымар янă: 42-ри тăватă ача ашшĕ Элĕкри райпон автомагазинĕпе çÿрет.
– Юрийпе эпир 1994-мĕш çулта пĕрлешрĕмĕр. Ун чухне вĕсен кил-çурчĕсем пĕтĕмпех йывăçранччĕ. Тепĕр икĕ çултан, пурте пĕрле тăрăшнипе, çак кирпĕч çурта çавăрса лартрăмăр, каярахпа ытти çурт-йĕре çĕнетрĕмĕр, – калаçăва кăмăллăн хутшăнать Герасимовсен 35-ри хитре те юратнă кинĕ, Тавăтри вăтам шкулта вырăс чĕлхипе литература урокĕсене ирттерекен Наталия Георгиевна.
Вăт çапла паллашрăмăр эпир Шураç ялĕнчи Герасимовсемпе. Паллах, сăлтавсăрах мар ĕнтĕ. Йĕркеллĕ вылякаланă купăссен хăш-пĕр пайĕсем пăсăлнипе манăн та çав инструментсене унта илсе кайма тиврĕ: пĕр харăсах «Тулăпа» «Беларусь» купăссене юсаттартăм.
Туслă та ĕçчен çемье тулăх пурăнать: выльăх-чĕрлĕх усраççĕ, анкартинче пахчаçимĕç çитĕнтереççĕ, инçе çула çÿреме икĕ çăмăл автомашина юсавлă тытаççĕ, ял-йышпа килĕштереççĕ. Иртнĕ çулсене аса илнĕ май çакна хушма пулать: çамрăк чухне Юлия Алексеевна Шупашкарти пир-авăр комбинатĕнче тата «Таутово» колхозăн уй-хир бригадинче вăй хунă. Николай Герасимович вара çар службинче те, Ураскилтри аэропортра та 17 çул радиотелеграфист ĕçĕпе тăрăшнă. Ĕç ветеранĕсем пушă вăхăтра юнашар лараççĕ, репетицисем ирттереççĕ: упăшки купăспа вылять, арăмĕ чăваш композиторĕсен илемлĕ лирикăлла юррисене шăрантарать.
Геннадий САВЕЛЬЕВ,
журналист-писатель.
Ÿкерчĕкре: Николайпа Юлия Герасимовсем пушă вăхăтра. 2006 çул.