АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сÿнсе çуталнă телей

24 августа 2011 г.

Вăрăм ĕмĕрлисем, паллах, пурнăç тутине лайăхрах пĕлеççĕ. Анатри Хурасан ялĕнчи Перасковия Денисова вара хăйĕн кун-çулне юмахпа танлаштарать. «Нумай пурăнтăм, терт-нушине те ытларах куртăм», – терĕ сакăр вун саккăрти ватă.Пĕчĕкçĕ Праские çут тĕнчене килсен çулталăк иртсенех усрава панă. Муркаш районĕнчи Вăрманкас хĕр ачи Анат Хурасанти çемьене лекет. Вĕсен ывăлĕсемпе хĕрĕсем темшĕн-çке ачаллах пурнăçран уйрăлса пынă. Çапла ултă ача таранах çухатнă ашшĕпе амăшĕ. Кусен килне усрав хĕр пĕрчи вара телей илсе килнĕ. Праские, хăйсен ачи вырăнне хурса, юратса пăхса ÿстернĕ. Пĕр ача пĕрлĕхсĕр ан пултăр тесе тепĕр хĕр шыраса тупаççех мăшăрсем. Ăна Мария тесе чĕнме пуçлаççĕ.

Вăрçă кĕрлесе тухсан фронта каять кил хуçи. Йывăр аманать вăл, юрать-ха çывăх çыннисем патне чĕрех çаврăнса çитет. Анчах мăшăрĕ савăнса пурăнас вырăнне йывăр чире пула вилсе каять. Икĕ хĕр пĕрчи, Праскипе Мари, ашшĕшĕн шанчăклă пулăшакансем. Кил хуçи, сусăр пулин те, иккĕмĕш хут авланать. Анчах хăй çĕнĕ арăмĕпе нумаях пурăнаймасть. Праски вара иккĕмĕш амаçури амăшĕн аллине лекет.

Хĕрсем, вун пилĕк-вун çичĕ çулхисем, Аслă Çĕнтерĕве çывхартассишĕн çĕрне-кунне пĕлмесĕр ĕçленĕ.

– Фронтри салтаксем валли çипуç çĕлеттĕмĕр. Час-часах окоп чавма илсе каятчĕç, – тылри хастарлăхне палăртрĕ Перасковия Денисовна.

Йăмăкĕпе иккĕшĕ уй-хир ĕçĕсенче те пиçĕхнĕ, çынсемпе танах тыррине вырнă, уттине çулнă, вăрманне те кайнă.

Вăрçă чарăнсанах фронтран йывăр аманса таврăннă ял каччипе Николай Платоновпа пĕрлешет Праски. Унпа виçĕ çул та виçĕ уйăх кăна пурăнма тÿр килнĕ. Çамрăк хĕрарăм савнă упăшкинчен икĕ ачапа тăрса юлать. Петр ывăлĕпе те савăнаймасть Праски, пепки çулталăк ытларах çеç пурăннă. Ашшĕнчен çире юлнă Лиза хĕрĕ вара çичĕ юта тухса мăшăрне те тупать.

Çамрăк хĕрарăма иккĕмĕш хут качча тухма та Турри çырнă. Кузьма мăшăрĕ те вăрçăра пулнăскер. Иккĕшĕ çирĕм ултă çул пĕрле пурăнаççĕ, пĕр хĕр ÿстереççĕ, çурт çĕклеççĕ.

Нушине нумай курнă пулин те, сăнран пăхсан, сакăр вун сакăр çула çитнĕ тееймĕн П.Денисовăна. Сывă пурнăç йĕркине тытса пыракан часах ватăлманни куçкĕрет.

– Ачасем, мăнуксем пăрахмаççĕ мана. Килти хуçалăха çĕнетсе пыма пулăшаççĕ. Пĕрлехи вăйпа çĕнĕ сарай, мунча çĕклерĕмĕр, – терĕ тыл ĕçченĕ.

Çакна палăртмасăр та иртеймĕн. Перасковия Денисовна, тăлăх арăм, Шупашкарта хваттер тÿлевсĕр илме те тивĕçнĕ.

Килĕнче ахаль ларма юратмасть вăл. Чăх-чĕп усрать, сад-пахчара та ĕçлеме кăмăллать.

Е.САВЕЛЬЕВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика