АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хитре хĕрарăм пăхса савăнма çеç

24 августа 2011 г.

Çамрăк чухне çапла вăл, пĕр-пĕр чиперккешĕн тÿпкелешесси те пулать. Мĕнех калăн, куç хитрине юратать. Анчах кашнин чунĕ пĕр пек мар-çке – пĕрин лайăх та, теприн вара пачах расна.К. ялĕнчи Василий та (ял ятне кăтартма хушмарĕ –авт.) çамрăк чухне хитре хĕрсем çине куç ывăтман мар, анчах та вăл ялти чиперккене качча илчĕ – ютта кайса çÿрес темерĕ. Хĕрпе каччă пĕр-пĕрне лайăх пĕлетчĕç, каçсерен пĕрре мар иккĕшĕ тĕл пулатчĕç, шăкăл-шăкăл калаçатчĕç. Халĕ вăл вăхăтсем хыçра ĕнтĕ, иртнине аса илсе ассăн сывламалли çеç юлать. Пĕчченех халĕ алă çула çитмен Василий.

– Пурнăçăм ăнмарĕ, арăмпа ĕмĕре ĕмĕрлесси пулмарĕ. Виçĕ ачаччĕ пирĕн. Интереслĕччĕ вĕсемпе, савăкчĕ. Халĕ ачасем те, арăм та çук, – терĕ пĕччен арçын.

– Ăçта кайнă вара, – интереслентĕм эпĕ.

– Мăшăр тепре качча тухрĕ, мана пĕччене тăратса хăварчĕ. Юраса çитереймерĕм-ши, калама пултараймастăп, – пĕр хушă сăмах чĕнмесĕр тăчĕ арçын.

Сăлтавне пĕлтерес темерĕ, ахăртнех. Çавăнпа калаçма тăруках чарăнчĕ. Алла çывхарнă май тепринпе йăпăр-япăр паллашаймăн. Ялта пурăннă май хĕр арăм тупма пушшех те йывăр. Нимĕн те тăваймăн, пĕчченех кун кунлама тивет.

– Тутарстан республикинче ĕçлесе пурăнтăм пĕр хушă эпĕ. Çемье те пĕрлехчĕ ун чух. Кайрантарахпа тем амакĕ пулчĕ, пĕр-пĕринчен уйрăлма тиврĕ, – тепĕр хут калаçу пуçарса ячĕ Василий. «2000 çулта, атте-анне ватăлнăран, тăван яла таврăнтăм. Вĕсем пур чух лайăхчĕ. Шел, иккĕшĕ те сакăр вунă çула çитеймерĕç, атте хыççăн анне те çĕре кĕчĕ».

Василий П. халĕ пĕчченлĕхе хăнăхса çитнĕ. Тунсăх мĕнне ытлашши туйсах та каймасть. Хăшпĕр кунсенче авă юлташĕсем пыркалаççĕ, тĕрлĕ сăмах-юмах ваклаççĕ вара. «Хаяррине» ăша яма хирĕç мар та, анчах ăна илме укçа-тенки кирлĕ-çке, ахалĕн камах-ха патăр. Пыра чÿхесе илмелли самантсем тепĕр чух чăн та пулкалаççĕ.

– Укçа-тенкĕ тытма пĕлес пулать, унсăрăн пĕр ĕç те тăваймăн. Акă сĕт укçипе апат-çимĕç продукчĕсем туянса хутăм. Укçа пуррине пĕлсен-и, сан çумна сырăнакан ялан нумай. Çук пулсассăн йăлт урăхла, – кăмăллăн калаçрĕ хусах. – Урă пуçпах лайăх. Тепĕр тесен, арçынсене эрех ĕçме пĕлменни пĕтерет.

Василий килтех кĕштĕртетет, ыттисем пек ют облаçсене «вăрăм укçа» шырама кайса çÿремест, выльăх-чĕрлĕхпе аппаланса вăхăта ирттерет. Çу кунĕсенче анкартинчен татăлман: пахчаçимĕç çитĕнтернĕ, çерем курăкне çулса типĕтнĕ – вăхăт иртнине те сисмен. Аппăшĕпе йăмăкĕ пăрахмаççĕ ăна, килкелесе каяççĕ, тĕрлĕ ĕçсем туса парса хăвараççĕ.

– Иккĕмĕш хут авланма шутламан-ха. Хĕрарăм та хам валли шыраман. Халĕ лайăх ăнланатăп: хитри вăл пăхса савăнма çеç, пурнăç тума вара ĕçе юратакан çын кирлĕ, – хăйĕн шухăшне уçса пачĕ Василий.

Пÿрте газпа хутса ăшăтать. «Кăвак çулăм» кĕртессишĕн темиçе çул каялла хытах тăрăшнă. Халĕ хĕл сивви хăратмасть, ăшă пÿртре ырлăх курса пурăнать.

Юрий КОРНИЛОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика