АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Каччă сакăр çулхи арçын ачана мăшкăлланă

24 августа 2011 г.

Крымсарайкка ял тăрăхĕн территорийĕнче пулса иртнĕ ĕç-пуç самаях шăв-шав çĕклерĕ. «Мĕн хистенĕ-ши каччăна преступлени çулĕ çине тăма; Мĕншĕн çамрăклах саккуна пăснă-ши;» – çакăн евĕр ыйтусем çине халĕ те хурав тупаймаççĕ çынсем.

Ĕçĕ вара çапларах пулса иртнĕ. Д. хăйне хÿтлĕхе илнĕ çынсем патĕнче пурăннă. Кăçалхи июль-август уйăхĕсенче каччă хăйне чăн-чăн арçын пек кăтартасшăн пулнă-тăр.

Хăйĕн шухăш-туйăмĕсене лăплантарас шухăшпа çак ялтах пурăнакан сакăр çулхи арçын ачана киле кĕртсе кино кăтартма тĕллев лартнă. Фильмĕ те ахаль йышши пулман иккен. Порнографи содержаниллĕ видеона пăхса пĕтерсен хайхи «арçын» хăйĕнчен чылай çул кĕçĕн ачана вăйпа сарайне илсе кĕртет, ирсĕрле ĕç тăвать. Сакăр çулхи арçын ачана ирĕксĕрлесе, хăратса пĕр именмесĕрех хăйĕн ар органне унăн çăварне хыптарать. Киленÿ илнĕскер кунпа çеç çырлахмасть-ха. Хăйĕн ырă мар шухăшĕсемпе арçын ачана велосипед çине лартса ялти туса пĕтермен, хута яман çурта илсе каять. Кунта ку ирсĕр хăтланăва тепĕр хут тума та именсе тăмасть каччă. Хальхинче те арçын ачана мăшкăллать.

Август уйăхĕн пуçламăшĕнче Д. каллех преступлени çулĕ çине тăрать. Хăйĕнчен чылай çул кĕçĕнрех арçын ачана аслăк çине илсе хăпартать. Ăна хĕсĕрлесе, вăйпа хăратса ар органне çăвара хыптарать. Мĕнпе айăпа кĕнĕ-ши сакăр çулхи арçын ача;

Çапла майпа çула çитмен каччă тĕлĕшĕпе Раççей Федерацийĕн Уголовлă кодексăн 132 статйин 4-мĕш пайĕн «б» пункчĕпе уголовлă ĕç пуçарнă.

А.СТЕПАНОВ,

Етĕрнери районсем хушшинчи следстви уйрăмĕн следователĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика