24 августа 2011 г.
Чылайăшĕ ача чухне велосипедпа чупнине кайран та асра тытать. Нушаланса, ÿке-ÿке унпа ярăнма вĕренни паян та манăн куç умĕнчех-ха, тарăн суран йĕрĕсем те юлнă. Çапах та çуран утнинчен икĕ урапаллă транспорт чăнах та самай меллĕрех пулнине никам та хирĕçлемĕ. Кунсăр пуçне велосипедпа ярăнни сывлăхшăн та усăллă.
Килте велосипед е скутер таврашĕ пуррисене вара инспекторсем çак çăмăл та кирлĕ правилăсене асра тытма сĕнеççĕ:
– урамри çул çинче велосипедпа вун тăватă çул тултарсан кăна ярăнма юрать; велосипед çинче ятарлă шăнкăрав пулмасан, тормоз тата руль йĕркеллĕ ĕçлемесен те çул çине тухма ирĕк çук; тĕттĕмре ятарлă фарăсăр ярăнма юрамасть; велосипедпа пĕччен кăна çÿремелле, умри рама çине е хыçала никама та лартмалла мар; ярăннă чухне руле икĕ алăпа çирĕп тытмалла.
Каникул кунĕсем, ачалăх, паллах, велосипедсăр иртмеççĕ. Скутер çуккишĕн вара кулянма кирлĕ мар. Икĕ урапаллă транспортпа ярăнма никам та чармасть, анчах унпа тĕрĕс çÿрĕр тата пурнăçăра упрама пĕлĕр.
Г.КАЗЫКИН,
ГИБДД инспекторĕ.