АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пĕчĕк ялта шăплăх хуçаланать

27 августа 2011 г.

Выртан каска мăкалнă, çÿрен каска якалнă, тенĕ ваттисем. Çула тухмасан, ялсенче пулмасан, унти лару-тăру çинчен те тĕплĕ пĕлеймĕн. Шăлана пысăк ялсен шутне кĕртме çук. Пурĕ те 20-е яхăн кил çеç.

Ял пуçне çеç çитет асфальт çул. Машина кĕрлевне илтеймĕн.

Ача-пăчана урама кăларса ярсан та кашни çеккунтра тенĕ пекех ас туса тăма кирлĕ мар.

Яла пырса кĕнĕ çĕртех виçĕ капмар çурт. Шăланта хăвна лăпкăлăх тыткăнне лекнĕн туятăн. Йĕри-тавра вара вăрман. Пурăнман пÿртсем умĕнче тĕрлĕ курăк ашкăрать, çапах та урам тирпейлĕ курăнать. Шăлан варринче виçĕ пĕчĕк пĕвене сыпăнтарса тăракан çырма пур пулин те унта ăпăр-тапăр, çÿп-çап куписем курăнмарĕç. Ял варринчи ватă йăмрасем хăйне май илемлĕх кÿреççĕ. Пĕлтĕрхи шăрăх çул пĕр пĕве типме пуçланă. Ăна ял çыннисем укçа пухса çĕнеттернĕ. Халĕ кĕпе-тумтир чÿхемелли темиçе кĕпер те курма пулать.

«1930 çулта, колхозсем пуçланнă çул, 2 пÿрт çĕкленсе ларнă. Эпир пĕрремĕшсенчен пĕри», – сăмах хушрĕ мана çак ялтах çуралса ÿснĕ Дарья Емельяновна Емельянова. Коллективизаци тапхăрĕнче çĕнĕ ял тĕвĕленет. Тепĕр çулне тата тăватă çурт хушăннă. Ытти ялсенчен кунта пурăнма куçса килнисен шăлан çырлисен йывăççисене касма тивнĕ. Çак ял вырăнĕнче ĕлĕк шăлан çырли йывăççи чылай пулнăран çапла ята тивĕçнĕ те ĕнтĕ. Çын шучĕ чаксах пырать. Çĕмĕрттерсе туй кĕрлеттернине те, пĕчĕк ача сассине те тахçантанпах илтмен шăлансем. Юрать темиçе çамрăк çемье пур, тепĕр 4-5 ача ятлăх. Çапах та шăлансем пуçĕсене усмаççĕ, пурнăç вĕресе тăрасса шанаççĕ.

А.СТЕПАНОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика