27 августа 2011 г.
Ваттисем çапла калаççĕ: улмуççинчен улмийĕ аякка ÿкмест. Çак сăмахсем Шĕнтреш ялĕнчи Ольга Михайловăна та пырса тивеççĕ. Вĕсен амăшĕ – Мария Сильвестрова питĕ çивĕч ĕçлекен çын пулнă. Кĕçĕн ачине, Ольгăна, вăл аллăран иртсен тин çуратнă.
Уйра комбайнсем тырă вырнă. Халăх çитменнипе бригадир М.Сильвестровăна ĕçлеме тухма ыйтать. Вăл вара килĕшет. Вырнă тырра комбайн бункерĕнчен михĕсене тултарнă та пĕр çĕре купаласа хăварнă. Мария Сильвестрова та çак ĕçре пиçĕхнĕ. Намăс курмасть вăл. Кунĕпе, çĕрĕпе ĕçлет, комбайн патĕнчи михĕсене илсе килсе пушатса пĕтеричченех ыттисемпе тан вăй хурать.
Унăн хĕрĕ те, Ольга, амăшĕнчен пачах та кая мар. Тивĕçлĕ канура пулсан та аллине усса лармасть. Эмел курăкĕсене пухать. Валя хĕр ачипе иккĕшĕ тăрăшса ĕçлеççĕ, типĕтеççĕ курăка, хатĕрлев кантурне леçсе параççĕ.
Ольга Михайлова халĕ 52 çулта. Пуринпе те тарават вăл, çепĕç чĕлхипе кирек камăн кăмăлне те çавăрма пултарать.
Ултă ача амăшĕ 1972 çулта колхозра ĕçлеме тытăнать. Пĕр ĕçрен те пăрăнмасть вăл, шанăçа тÿрре кăларса пыма тăрăшать яланах.
Паянхи кун килĕнче икĕ ĕне, тăватă чупнă пăру, хур-кăвакал, чăх-чĕп... Çулсерен улма пысăк лаптăк çинче туса илеççĕ. Ялта сĕт пухассипе те вăй хунă Михайловсем. Ял çыннисем вĕсен çемйин ĕçченлĕхĕнчен тĕлĕнеççĕ.
Ливерий ФЕДОРОВ.