АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕр улми кăлараççĕ

27 августа 2011 г.

Кăçал çанталăк çĕр ĕçченĕсене кÿрентермерĕ, çавăнпа уяр кунăн кашни саманчĕпе усă курма тăрăшаççĕ Татмăшри Ю.Никифоров фермер патĕнче ĕçлекенсем. Хальхи вăхăтра «иккĕмĕш çăкăр» уйĕнче иртен пуçласа каçченех ĕç вĕрет. Вутланпа Татмăш ял халăхĕ ăнса пулнă çĕр улмине пуçтарса кĕртессипе тимлет.

– Шел пулин те юлашки вăхăтра çĕр улмин хакĕ чакни палăрать. Çавăнпа та унăн ытларах пайне упрама хуратпăр, хĕл кунĕсенче е çуркунне енне хак ÿсессе шанатпăр, – терĕ Ю.Никифоров фермер.

Вăл ял ĕçченĕсен ĕçĕ-хĕлĕпе кăмăллă. Фермера «иккĕмĕш çăкăр» ăнса пулни те савăнтарать.

– Çĕр улмине çу каçипех пăхса тăма тиврĕ: ретсене кăпкалатнă, çум курăкран тасатнă, удобренипе апатлантарнă, – калаçăва тăсрĕ çамрăк фермер.

Копалка икĕ касăпа каять. Çĕр улми пуçтарма тухнă халăх тÿрех ĕçе пикенет. Вĕсен йышĕнче аслăрах çулсенчисем те, çамрăксем те пур. Кашни пĕр-пĕринпе килĕштерсе ĕçлет. Лаптăк кунсерен чакса пырать пулин те ĕç паян-ыранах вĕçленмест-ха. Ĕçлекен пулсан, çанталăк çумăра каймасан мĕн палăртни пурнăçа кĕретех.

Татмăшри Ю.Никифоров фермер хăйĕн ĕçне чунтан юратса пурнăçласа пырать, çирĕп тĕллевпе, пысăк ĕмĕтсемпе малалла утать.

Ÿкерчĕксенче: Татмăш çамрăкĕсем ĕçрен ÿркенмеççĕ.

Ю.КОРНИЛОВ сăн ÿкерчĕкĕсем.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика