27 августа 2011 г.
Максим Ястран (Максим Григорьевич Григорьев) 1916 çулхи августăн 26-мĕшĕнче Элĕк районĕнчи Вăрманкас Юнтапа ялĕнче хресчен çемйинче çуралнă. Пĕчĕклех тăлăха тăрса юлнă. Ассакассинчи колхоз çамрăкĕсен шкулĕнчен Максим лайăх паллăсемпе вĕренсе тухнă. Шкулта пĕлÿ илнĕ чухнех сăвăсем çырнă. 1932-1935 çулсенче поэт Шупашкарти медицина рабфактĕнче вĕренет. Çав вăхăтра Максим Ястранăн çырас туртăмĕ вăйланать. Ытти çамрăк çыравçăсемпе пĕрле алăпа çырса «Октябрь кĕввисем» ятлă журнал кăларма пуçлать.Максим Ястран 1936 çулта «Пионер сассипе» «Çамрăк большевик» хаçатсен тата «Хатĕр пул» журнал редакцийĕсенче ĕçлеме пуçлать, унта 1939 çулччен тимлет. Унăн ячĕ хаçат-журналта тăтăшах курăнма пуçлать.
1941 çулхи январĕн 15-мĕшĕччен М.Ястран республикăри халăх пултарулăх çуртĕнче фольклор методистĕнче ĕçлет. Хăй тĕллĕн вĕреннĕ поэт, тĕнчекурăмне анлăлатас тесе, çак çулсенче Мускаври А.Горький ячĕпе хисепленекен литература институтне заочно вĕренме кĕрет. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçлансан, М.Ястран «Чăваш коммуни» хаçат редакцийĕн районсене тухса çÿрекен корреспонденчĕ пулса тăнă. Хаçатра, заметкăсăр пуçне, поэтăн сăввисем те пичетленнĕ. Вĕсенче автор фашизма хирĕç кĕрешме чĕннĕ. Поэт 1942 çулхи март уйăхĕнче фронта тухса кайнă. М.Ястран 1942 çулта сентябрĕн 11-мĕшĕнче Сталинград патĕнчи çапăçура паттăрсен вилĕмĕпе вилнĕ. 1962 çулхи май уйăхĕнче ăна СССР писателĕсен Созĕн членне илнĕ.
М.Ястран çырнă сăвăсем халăх сăвви-юррипе çывăх тăраççĕ. Поэт çĕнĕ сăнлăхсем туса халăх шухăш-кăмăлне пĕтĕçтернĕ. Çырнă вăхăтра вăл халăх пултарулăхне те тĕпченĕ.
Поэт нумай ĕçленĕ, шыранă. Тĕрĕс те витĕмлĕ сăмахсемпе сăвва янравлă тума тăрăшнă. «Хĕрлĕ Çăлтăр»(1940), «Çĕнтерÿ çулĕ»(1941) кĕнекесем – М.Ястранăн вăтăрмĕш çулсенчи ĕç кăтартăвĕсем. Революци, граждан вăрçи, колхозлă ял, тăнăç та мирлĕ пурнăç – акă мĕнле темăсем ытларах палăраççĕ унăн пултарулăхĕнче.
Максим Ястран пысăк калăплă произведенисем те çырнă. Вăл шутра М.Ю.Лермонтова халалланă поэма. Поэт ку произведенине сăвăлла повесть тенĕ.
М.Ястран – журналист, хаçатçă. Унăн республикăра тухса тăракан хаçатсенче пичетленнĕ статйисемпе тĕрленчĕксем тĕрлĕ ыйту хускатнă. Вăл вăрçă вăхăтĕнче нумай çырайман пулсан та, хăй пурăннă чух çырса хăварнă произведенисем пурнăçри фактсене тĕрĕс çутатса кăтартнипе палăрса тăраççĕ. Поэт, куçаруçă, публицист, журналист ĕçĕпе М.Ястран халăх асĕнче яланах юлĕ. Унăн произведенийĕсем пирĕнпе пулĕç.
Е.АРЛАНОВА,
Чăваш Ен Патшалăх кĕнеке палатин информаци технологийĕсен пай пуçлăхĕ.