АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çуп-çап купи – тасамарлăх палли

27 августа 2011 г.

Çулталăкăн кашни вăхăчĕ – хăйне уйрăм паллă тапхăр. Темшĕн-çке, пĕрне кăмăлласах йышăнатпăр эпир, тепри вара йăлăхтарса çитерет. Акă, çу кунĕсенче шăрăх çанталăк аптратма пуçлать те чăтăмсăррăн сивĕ хĕл килессе кĕтме тытăнатпăр.

Çапах çанталăк хăть çулла, хăть хĕлле, е çуркунне, е кĕркунне – пире пурсăмăра та хăйĕн илемĕпе савăнтарса килентерет.

Шел, тепĕр чухне этемлĕхĕн чи пысăк пуянлăхне – çут çанталăка сыхласа упрама пĕлейместпĕр-ха эпир. Тĕрĕссипе каласан, вĕренсе те, хăнăхса та çитеймĕн çак пархатарлă тивĕçе пурнăçлама. Халĕ, акă, çу вăхăчĕ. Кил таврашĕсене, урамсене тасатса-тирпейлесе тăмалли лайăх та меллĕ самант темелле. Шел, чуна ыраттаракан ÿкерчĕксем тухса тăраççĕ куç умне. Вăрмансенче, уçланкăсемпе парксенче канакансем йышлăн пуçтарăнаççĕ. Мĕн юлать-ха вĕсем çисе-ĕçсе йĕркеленĕ «пикниксем» хыççăн; Кĕленче-савăтсем, темĕн тĕрлĕ ăпăр-тапăр, çÿп-çап тата ытти тасамарлăх.

Урам тăршшĕпе, тĕмсем айĕнче йăванса выртакан пластик савăтсем тавралăха сиен кÿнине пурте пĕлсех çитереймеççĕ пулас-ха. Ку ыйтупа районти санитарипе эпидемиологи станцийĕн тĕп врачĕнче чылай çул ĕçленĕ Анатолий Корниловпа тĕл пулса калаçрăм та, вăл çапла ăнтлантарса пачĕ:

– Пластик вăрах çĕрет. Ăна çунтарнă вăхăтра диоксин тухать. Вăл тĕтĕмпе çÿлелле хăпарать, çумăр çусан çĕр çине анать те юхан шывпа пĕвене, кÿлле каять. Диоксин юшкăнра пухăнать. Пластик савăта тăпрапа хупласа хуни – ыйтăва татса пани мар. Ăсчахсем те тухăçлă меслет шыраççĕ.

Элĕк сали – район центрĕ. Тÿрех калăпăр, вăл пуриншĕн те тĕслĕх пулса тăмалла. Юлашки çулсенче салара тирпей-илем енĕпе сахал мар ĕç туса ирттереççĕ: тĕп çулпа тротуарсене асфальт сарнă, парксене тасатса тирпейленĕ, йывăçсемпе чечексем лартса тухнă. Район центрĕнчен тухса хăть хăш еннелле çул тыт – çÿп-çап куписене, тасамарлăха куратăн. Çитсе пăхăр-ха сĕт-çу завочĕ хыçĕнчи тăрăха. Вар тăрăх пĕчĕк юхан шыв юхса иртет. Шывĕ те, çырми те вараланчăкпа, çÿп-çап куписемпе тулса пыраçĕ. Инçех мар – Упа çырми юхан шывĕ. Унта та тасамарлăх пухăнать. Çуллахи вăхăтра кунта çамрăк вылăьхсене кăкараççĕ. Вĕсем çакăнтанах шыв ĕçеççĕ.

Пытармалли çук, çут çанталăка хисеплекенсен йышĕ чакать. Паянхи кунпа пурăнакансем малашнехи пирки шухăшламаççĕ. Лару-тăру тĕпрен улшăнмасан пулас ăру çут çанталăк илемĕпе киленейĕ-ши;

Вениамин ПАВЛОВ,

хаçатăн штатра тăман корреспонденчĕ

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика