АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ачисен куçĕнчен пăхма тивет

27 августа 2011 г.

– Тĕпренчĕкĕмĕре мĕнле ят хурăпăр-ши, – пĕр-пĕрин куçĕнчен пăхнă мăшăрсем. Упăшкин пуçарулăх кăтартма тивнĕ. Ăна ял Совечĕн председательне, вăрçа та тÿрех илмен. Арăмĕ пĕчĕк «кайăк» парнелессе тем пекех кĕтнĕ арçын. Хĕр пĕрчи кун çути курсан вара: «Жанна тесе çырăпăр», – тенĕ çамрăк мăшăрне. Иккĕшĕ те пĕр шухăшлă пулаççĕ.

Жанна икĕ эрнене çитсен кил хуçи çывăх çыннине хăйне канăç паман шухăшне пĕлтернĕ.

– Мăшăрăм, эпĕ тăван çĕр-шыва хÿтĕлеме хамăн ирĕкпе каятăп, – тенĕ Жаннăн ашшĕ Роман.

Хĕрÿ чĕреллĕ Тени арçынĕ фронта кайнă. Шел, каялла таврăнайман вăл арăмĕпе пĕчĕк хĕрĕ патне. Жанна халĕ те ашшĕне пачах та курайманнишĕн пăшăрханать. Çемьере пурнăç тыткăчи кирлех. Çавăнпа çамрăк тăлăх арăм хăйне килĕштернĕ арçынна киле кĕртет. Хĕр ача çитĕнсех пырать. Вăл вун пиллĕк çула çитсен çемьене каллех инкек килсе çитнĕ. Амăшĕ йывăр чирлесе кайнă та ура çине тăрайман. Хăр тăлăха юлать Жанна.

Тăван мар ашшĕ тепре авланнă. Амаçури амăшĕ хĕре хакламасть. Ăна, çирĕпленсе çитейменнине пăхмасăрах, фермăна ĕçлеме янă. Çĕнĕ амăшĕпе икĕ çул ытларах пурăнсанах качча пама тĕллев лартнă. Вун сакăр çул тултаричченех Тенири Георгий арăмĕ пулать Жанна. Иккĕшĕ пурнăç çулĕпе çирĕплĕнех утаççĕ. Упăшки – «Прогресс» хуçалăх шоферĕ, арăмĕ – выльăх пăхакан.

Игнатьевсем тăрăшса ĕçленипе кил-çуртне çĕнетеççĕ, пурлăхне те хушсах пыраççĕ. Ачисене те çут тĕнче парнелеççĕ. Виçĕ хĕр те икĕ ывăл мăшăрсен. Вĕсене ÿстерсе усă курма ĕмĕтленнĕ.

Анчах кил хуçи Георгий Игнатьев сасартăк чирленĕ те сывалайман.

Жанна Романовна çинче – пĕтĕм йывăрлăх. Ачисене пурнăçăн тĕрĕс çулĕ çине кăларассишĕн ырми-канми тимлет.

– Фермăра çĕрне-кунне пĕлмесĕр ĕçлени тарăн йĕр хăварчĕ. Утмăл çултан иртнĕ хыççăнах тухса çÿрейми пултăм, – терĕ Жанна Романовна.

Ватăлсах çитеймен пулин те ачисен куçĕнчен пăхма тивет. Вĕсем вара кун-çул парнеленĕ амăшне пăрахмаççĕ.

С.ИВАНОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика