27 августа 2011 г.
Пурнăçăн хăйĕн йĕрки. Малтан ача çуралать, ашшĕ-амăшĕ тăрăшнипе ура çине тăрать, унтан шкула кайма пуçлать. Вăтам пĕлÿ илет те çамрăк, профессиллĕ пулма ытти вĕренÿ заведенийĕсене çул тытать. Ятарлă документ илсен ĕçе вырнаçать. Халĕ вара çемье чăмăртас пирки шухăшлама та вăхăт. Çак пулăмран çĕр çинче пĕлтерĕшлĕреххи çук пулĕ. Пурте çакăн пек тĕллевпе пурăнаççĕ.Атмалкассинчи Леонид Шленский шкулта вĕреннĕ чухне вăл ыттисенчен уйрăлса тăнă тесе калаймăн. Пур вĕренекен пекех кĕнеке вуланă, спортпа туслă пулнă, юлташĕсем пекех интернетра ларнă. Шкултан вĕренсе тухсан милицисене хатĕрлекен академине пĕлÿ илме кайнă. Шкул сакки çинче ларнă чухнех çуралнă юрату та вăй-хăват парса тăнă ăна. Мăн Вылăра çуралса ÿснĕ, унтах пĕлÿ илнĕ Нина Ильинашăн тунсăхланă пулин те çамрăк каччă вĕренÿре малтисен ретĕнче пулма тăрăшнă. Нинăн та Шупашкарти Чăваш патшалăх университетĕнче пĕлÿ илекенскерĕн юрату кунран кун аталанса пынă.
Çамрăксем вĕренсе пĕтерессе кĕтмен, авалхи асатте-асаннесен йăли-йĕркипе чăваш туйĕ кĕрлеттернĕ.
Канмалли кунсенче Атмалкасси ялне ашшĕ-амăшĕ патне килнĕскерсем алă усса ларма пултараймаççĕ. Л.Шленский килти хуçалăхри ĕçсене пурнăçлать пулсан, Нина пÿрте тирпей-илем кĕртет. Çав хушăрах хăйĕн юратнă ĕçĕсемпе аппаланать. Сăмах май каласан тĕрлеме, çыхма кăмăллать çамрăк хĕрарăм.
– Халĕ акă мăшăрăм валли çăм нуски çыхатăп, – терĕ Нина. – Тин çеç минтер пичĕ тĕрлесе пĕтертĕм. Чăнах та, пăхатăн та тĕлĕнетĕн. Сăн ÿкерчĕксем валли Нина ятарлă рамкăсем ăсталанă, сĕтел çинче тĕрлĕ-тĕрлĕ салфеткăсем.
– Мăшăр пурри – телей! Унран хаклă çын çук, – мухтарĕ çывăх çыннине Леня.
Шленскийсем пĕр-пĕринпе килĕштерсе пурăнаççĕ, пĕр-пĕрне çур сăмахранах ăнланаççĕ.
Вера МОРОЗОВА.