27 августа 2011 г.
Хамăн ачасене ура çине тăратайсан тек ача пăхмалла пулмĕ пуль тесе шутлаттăм эпĕ яланах. Мăнуксене пăхса пурăнма çеç ĕмĕтленеттĕм.
Эпĕ сакăр ачаллă çемьере çуралса ÿснĕ. Манран аслисем иккĕн пулнă, хыçран тата тепĕр пилĕк ывăл. Халĕ тăваттăн çеç тăрса юлтăмăр. Хĕр ачасенчен эпĕ кăна.
7 класс пĕтерсен вун тăваттăрах фермăна ĕçлеме куçрăм, ĕнесем сурăм. Ресторанта та, сĕт заводĕнче те ĕçлеме тÿр килчĕ.
Мăшăрпа пĕрле виçĕ хĕр пĕрчине пурнăç парнелерĕмĕр. Шел, çывăх çыннăм алă çултах çĕре кĕчĕ. Кашни хĕре туйла качча патăм. Пĕрне ĕçкĕç упăшка лекрĕ. Çавăнпа та хам пата уйăрса килме тиврĕ. Халĕ çиччĕмĕш çул пĕрле пурăнатпăр. Анкартинче пахча-çимĕçне туса илетпĕр. Ĕне те тытатпăр. Хĕрĕм ĕçлет. Мăнукăмсем шкула каяççĕ. Тивĕçлĕ канăва тухрăм пулин те пĕрре те килте ларман.
Сывлăхĕ хавшасах пырать ĕнтĕ. Ватăлатăп, çитмĕле çитетĕп çитес çул. Пĕлтĕр Чулхула облаçĕнче ĕне сурăм. Тем пек йывăр пулсан та шăла çыртса ĕçлерĕм.
Иртнĕ çул акă шыв пулманнипе çăл та тутартăмăр.
Евдокия АНДРЕЕВА,
Янкурас ялĕ.