АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вут-çулăм никама та шеллемест

27 августа 2011 г.

Пушартан тискерри нимĕн те çук. Ăна пула чылай çын тип-шар курать. Вут-çулăм тухнин сăлтавĕсем ытларах çынсен асăрханусăрлăхĕнчен килеççĕ. «Хĕрлĕ автан» пирки районти пушар надзорĕн аслă инспекторĕ А.В.Калитов тĕплĕнрех ăнлантарса пачĕ.

– Александр Владимирович, вут-çулăмпа кĕрешсе мĕн тумалла-ха;

– Вут тухнине курсан чи малтан пушар чаçне шăнкăравласа пĕлтермелле. Килти электричество хатĕрĕсемпе пĕлсе усă курмалла. Пушар хăйĕн хыççăн нимĕн те хăвармасть. Çавăнпа та питĕ асăрхануллă пулмалла.

– Пушар тухнин сăлтавĕ тĕрлĕрен пулать вĕт.

– Çапла. Ытларах чухне ача-пăча вут-кăварпа выляни, чĕлĕм туртакансем асăрханусăрлăха çухатни пушар патне илсе çитерет те. Çавăн пекех техника кивĕ пулни, электрохатĕрсене вăхăтра улăштарманни те тĕп сăлтавсем пулса тăраççĕ.

– Тепĕр чухне пушар машини çунакан кил-çурт патне, çывăхне çитейменнине те илтме пулать.

– Ял çыннисенчен çакна ыйтасшăн: кил умĕнче яланах тирпейлĕ пулмалла. Строительство материалĕсем йăванса выртни чылай чухне вут-кăвара сÿнтерме чăрмав кÿрет. Çула хуплакан япаласем выртмалла мар.

– Александр Владимирович, уйрăмах çуллахи тапхăрта пушар тухас хăрушлăх пысăк. Мĕнле ĕçсем туса ирттермелле кун пек чухне;

– Çу вăхăтĕнче çурт-йĕрпе экономика объекчĕсене вут-кăвартан хÿтĕлессине питĕ тĕплĕн тĕрĕслемелле. Килĕренех пушар сÿнтермелли хатĕрсем пулмалла – витре, кĕреçе, савăтсене шыв ярса лартмалла. Типĕ çанталăкра вут-çулăм алхасас хăрушлăх уйрăмах пысăк.

– Вут-кăварпа асăрхануллă пулмаллине пĕлетпĕр пулин те, тепĕр чухне пурне те ăша хывмастпăр.

– Ку тĕрĕсех. Тĕслĕх илсе кăтартасшăн. Кăçалхи утă уйăхĕн 29-мĕшĕнче çурçĕр иртни вун икĕ сехет те вăтăр виçĕ минутра пушар чаçне Ярушка ялĕнчен шăнкăравласа пушар тухни çинчен пĕлтерчĕç. Ятарлă машинăпа тăватă çын çула тухрĕç. Пушар подразделенийĕ çитнĕ çĕре йывăçран купаланă пÿртпе çумри хуралтăсем çулăм айне пулнăччĕ ĕнтĕ. Вут-кăварта пурăнмалли пÿрт, вутă хумалли сарай çунса кĕлленчĕç.

– Юлашки вăхăтра Ураскилт ял тăрăхĕнче пушар пулнине час-часах илтме пулать. Сăлтавĕсем мĕнре-ши;

– Кăçалхи утă тата çурла уйăхĕсенче Ураскилтре пурĕ виçĕ пушар тухнине регистрацилерĕмĕр. Пушарсенче пилĕк хуçалăхпа хуралтă тĕп пулса кĕленнĕ, тепĕр пиллĕкĕшĕ вут-çулăм айне лекнĕ. Хуçалăхсенче вун ултă тонна улăм, икĕ выльăх çунса кайнă. Укçа-тенкĕ енчен илес пулсан пушар пурĕ 170 пин тенкĕлĕх тăкак кÿнĕ.

Çакна каласа хăвармалла. Пушарсем ытларах çын пурăнакан çуртсенче тухаççĕ. Çавăнпа та яланах сыхă пулмалла.

Вера МОРОЗОВА калаçнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика