27 августа 2011 г.
Ял çынни ирхи ыйхăран вăрансан, килтен ирĕкелле тухса кайса саланса пĕтиччен, хушма хуçалăхра тытакан выльăх-чĕрлĕх патне тухма васкать. Эпĕ те çавнашкалах, ĕçсене вĕçлесенех 7 сехет тĕлне пÿрте кĕретĕп те радиоприемник умне ларатăп, интереслĕ передачăсене итлетĕп.
7 сехет те 40 минут çитсен радио умĕнче ларакан диктор «Малалла вырăнти район комментаторĕсене сăмах паратпăр» – тет. Анчах та эпир, Элĕк районĕнче пурăнакансем, ку тĕлĕшпе юлса пыратпăр, вырăнти район хыпарĕсене илтейместпĕр.
Халăх информаци илсе тăракан хатĕрсенчен тепри вăл – хаçат. Район пурнăçне çутатас тĕлĕшпе тухса тăракан «Пурнăç çулĕпе» хаçатра хăш-пĕр хыпарсем пичетленеççĕ, анчах та ăна пурте çырăнмаççĕ. Çавăнпа нумай чухне пурнăçра кирлĕ хыпарсемпе информацисене пĕлмесĕрех юлатпăр. Радио – вăл çынăн пурнăçĕнче чи çăмăл та меллĕ информаци хатĕрĕсенчен пĕри тесе шутлатăп.
Ял çыннисемшĕн вырăнти радио пысăк вырăн йышăннă, уйрăмăнах ĕçлĕ çынсем хăйсен ĕçĕсем çинчен каласа пани интереслĕччĕ.
Вырăнти радио хăйĕн пĕлтерĕшне паянхи пурнăçра та çухатман. Халăх кирлĕ информацисене час-часах вăхăтра пĕлменнипе хăшкăлать. Вырăнти радио хăрушă инкексенчен сыхланассипе халăха вăхăтра пĕлтерес тĕлĕшпе те кирлĕ.
Юлашки çулсенче районти яваплă çынсем халăх умне тухса очетсем тумаççĕ. Çавăнпа та учрежденисен ĕçĕсенче çитменлĕхсем те пур, анчах та вĕсене халăх умне кăларасшăн мар. Енчен те вĕсен ĕçĕ-хĕлне вырăнти радиопа çутатса парсан аван пулмалла. Анчах та паянхи куна вырăнти радио ĕçлеменни чăрмав кÿрет. Темиçе çул каялла авалтан пыракан тĕттĕмлĕхрен хресчене çутта кăларасси пулса тăнă. Çав тĕллевпе 60-мĕш çул пуçламĕшĕнче эпир Сурăм вăрманĕнчен хĕлле тракторпа юман юпасем кÿрсе килтĕмĕр. Март уйăхĕнче шăннă çĕре лумсемпе касса юпасем лартрăмăр. Унтан пралуксем карчĕç. Радио, хыççăн электричество кĕртсе пачĕç. Вăл вăхăтри çамрăксем мал ĕмĕтпе, вăй –хала шеллемесĕр, сивви-ăшшине пăхмасăр ĕçленĕ. Анчах та 7-8 çул каялла радио пралукĕсене татса кайрĕç.
Йывăрлăхсем пулсан та Элĕк районĕнче вырăнти радио ĕçне йĕркелесе ямаллах.
В.АРХИПОВ,
Мартынкасси ялĕ.