АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ачасемпе хавхаланнă,

27 августа 2011 г.

Элĕкри вăтам шкултан вĕренсе тухсан, 1966-1971 çулсенче, Нина хулара ача садĕнче ĕçленĕ. Шупашкарта пурăннă чухне тăван Синер ялĕшĕн питĕ тунсăхланăран Элĕке таврăнать, кунти ачасен воспитателĕ пулать.– Нина Ефимовна, ыран та эсирех ĕçлетĕр-и; – тенĕ пĕчĕкскерсем хăйсем ăна ытларах кĕтнине палăртнă май.

Синер ялĕ çывăхран, шăпăрлансем ушкăнăн-ушкăнăн кĕтмен çĕртен хăйсен юратнă воспитателĕ патне хăнана çитсе кĕни те пулнă. Нина Ефимовна вĕсене пылак çимĕçсемпе, пан улмипе хăналанă. Ачасемпе воспитатель хушшинчи туслă çыхăнусем ĕçре хавхалану хушса тăнă.

Ачасен кăмăлне çавăрма пĕлнинчен ашшĕ-амăшĕсем тĕлĕннĕ те. Вĕсем хушшинче сасăлав ирттернĕ хыççăн, 1990 çулта Нина Ефимовна Васянка «Чи лайăх воспитатель» ята тивĕçнĕ. Хисеп, тав хучĕсем сахал мар унăн.

Малтанах ушкăнсенче вăтăр-вăтăр пилĕкшер ача шутланнă пулсан, хыççăн вун улттă-çирĕм кăна. Нина Ефимовна кашни ушкăнри ачасем патнех çитнĕ. Воспитательсене улăштараканни пулнă вăл.

Элĕкри вăтам шкулта вĕреннĕ вăхăтрах сестра-воспитатель профессине алла илнĕ те тăршшĕпех ача садĕнче вăй хунă Нина Ефимовна. Пенсие тухнă хыççăн та пĕр хăнăхнă çулпа «Çăлкуç» ача сачĕ еннеллех утнă-ха вăл.

Ĕмĕр тăршшĕпех пĕр вырăнта ĕçлесе пурăнма, пĕрре çĕнсе илнĕ хисепе тытса пыма çăмăл-и; Нина Ефимовнăшăн вара йывăрах пулман.

Ĕçри ăнăçлăх çемьери лару-тăруран та нумай килет. Нина Ефимовнăпа Мефодий Мартынович килĕшÿллĕ пурăнма тăрăшнă, ачисене кирлĕ пек воспитани парассишĕн тимленĕ. Çулсем иртнĕ май çавăн усси яр-уççăнах палăрнă. Васянкасен ачисем пĕри тепринчен маттур. Василий правăпа управлени академине хĕрлĕ дипломпа пĕтернĕ. Хыççăн тивĕçлĕ ĕç вырăнне тупнă, çемьеллĕ. Светлана хĕрĕн те икĕ хĕрлĕ диплом.

Нина Ефимовна хăйĕн пурнăçне ача сачĕпе çыхăнтарни хĕрĕх çул та иртнĕ. Халĕ тивĕçлĕ канура.

С.СЕРОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика