АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тĕрĕслев кама пырса тивет;

27 августа 2011 г.

Судпа айăпланнă С.Иванов (халĕ вăл РФ уголовнăй айăплавсене пурнăçлакан инспекцин Чăваш Республикинчи 6-мĕш колонийĕнче ларать) çакăн пек ыйту парать: административлă тĕрĕслев çинчен калакан саккуна ăнлантарса парсамăр тата вăл кама пырса тивет;

Кăçалхи июлĕн 1-мĕшĕнче Федерацин «Ирĕклĕхсĕр вырăнĕсенчен тухнисене административлă йĕркепе сăнаса тăрасси çинчен» саккунĕ вăя кĕчĕ. Ку йĕркене ирĕксĕрлĕх вырăнсенчен тухнă е тухма хатĕрленекен граждансем пирки суд палăртать. Вĕсен йывăр е уйрăмах йывăр преступленисем тунăшăн, çул çитменнисене хирĕç айăпа кĕнĕшĕн тата рецидивлă преступленисемшĕн татса пĕтермен сроксем пур.

Ку тĕрĕслеве йĕркене сĕмсĕррĕн пăснисем, ирĕке тухнă хыççăн пĕр çулталăкра обществăри йĕркелĕхе икĕ хут пăснисем лекеççĕ. Çакăн пек тĕрĕслев çула çитменнисемпе ар çыхăнăвне кĕнисене те, хăрушă е уйрăмах хăрушă рецидивла ĕçсем тунисене те пырса тивет.

Тĕрĕслев срокĕ – пĕр çултан пуçласа виçĕ çул таранччен, çул çитменнисене мăшкăлланăшăн тата хăрушă рецидившăн – суд срокĕ тухиччен. Обществăри йĕркелĕхе тăтăшах пăссан суд малтанхи срока татах тăсма пултарать, йĕркеллĕ пулсан – срока чакараççĕ.

Д. АЛЕКСЕЕВ,

ятарлă прокурора пулăшаканĕ,

2-мĕш класлă юрист.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика