АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пир сумкăна çичĕ çул йăтса çÿренĕ

27 августа 2011 г.

Шăланти Феокла Мироновна (ялтилле каласан Хветли аки) 85 çул каялла Хирлепре çуралнă. Çичĕ класс таран вĕреннĕ те пир сумкăна йăтса çÿреме пăрахнă, хыççăнах колхоз ĕçне кÿлĕннĕ.

16-ри ĕçчен те правур хĕре Шăлан ялĕнче çуралса ÿснĕ Николай Никифоров куçран вĕçертмен. 1932 çулта Шăланта çамрăк çемье пурăнма пуçлать. Мăшăрĕпе иккĕшĕ вĕсем 7 ачана кун çути кăтартаççĕ, аслă пурнăç çулĕ çине кăлараççĕ. Шел, вăй питти пĕр ывăлĕ çамрăклах çĕре кĕрет. Халĕ ачисем çĕр-шывăн тĕрлĕ кĕтесĕсенче тĕпленсе пурăнаççĕ, кашниех çемьеллĕ ĕнтĕ. Феокла Мироновнăн мăшăрĕ ĕмĕртенпех трактористра вăй хунă, ачисене ура çине тăратассишĕн пайтах тăрăшнă. Хăй вăхăтĕнче Феокла Мироновна «Ĕç ветеранĕ» ята тивĕçнĕ. Кĕçĕн хĕрĕ Марина качча кайнăран амăшне пăхас тÿпе Сергей ывăлĕ çине тиенет. Арçын пÿрт, кил-çурт таврашĕнчи ĕçсене хăех пурнăçлать. Ĕне те тытаççĕ Никифоровсем. Амăшне апат çитересси, ăна урама уçăлма илсе тухасси... – пĕтĕмпех Сергей ывăлĕ çинче.

Ватăлсан ашшĕ-амăшне ытларах чухне хĕр ачасем пăхса пурăнаççĕ пулсан, кунта пачах та урăхла. Вăл ачисене тивĕçлĕ воспитани пани лайăх курăнать.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика