АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пурнăç пĕр тикĕс килмест

27 августа 2011 г.

Кĕçĕн Тукташ ялĕнче М.Клачковăпа сăмах ваклама май килчĕ. Пĕчченех пурăнаканскерĕн çынпа курса калаçас килни тÿрех сисĕнчĕ.

78 çулти ватă чылайранпа пĕччен кун кунлать. Унăн савнă упăшки çĕре кĕни 13 çул çине кайнă ĕнтĕ. Тăватă ачана кун çути парнелеме пултарнă Клачковсем. Халĕ вĕсем пурте хулара пурăнаççĕ. Кашниех çемьеллĕ. Çавах та тăван амăшне манмаççĕ.

Ачалăхĕ çăмăл килмен Мария Григорьевнăн. Шкула çÿресе ăс пухайман. Ĕçлеме çамрăк çынсем çитменнипе колхоз ĕçне вунă çултах кÿлĕнет вăл. Фермăра та, бригадăра та тимлет. 15 çул ĕне сăвать. Яланах малта пыракансен йышĕнче пулнă. Киле кайса ачисене апат çитерме те, ĕне сума та вăхăт çитерсе пынă Мария Григорьевна.

– Мăшăрăм ирех çут тĕнчерен уйрăлса кайрĕ. Шеллемерĕ хăйне, пуçĕпех колхоз ĕçне парăнчĕ. Эпĕ алă-урасем ыратнипе аптăратăп, каçсерен çывăраймастăп. Хама упрамалла пулнă та çав. Сывлăхĕ патшалăхшăнах пĕтрĕ пулин те пĕр пулăшу та курман, – терĕ М.Клачкова.

Выльăх-чĕрлĕхне усрама вăй-хăвачĕ çитмест халĕ кинемейĕн. Чăх-чĕп кăна тытать. Апатне те хăех пĕçерет.

Августина СТЕПАНОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика