АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Курск пĕккин» паттăрĕсем - пирĕн асăмăрта

31 августа 2011 г.

Çурла уйăхĕн 23-мĕшĕнче пирĕн çĕршывра совет çарĕсем 1943 çулта фашистла нимĕç тăшманĕсене Курск пĕккинче çапса аркатнине паллă турĕç. 50 куна – 1943 çулхи июлĕн 5-мĕшĕнчен тытăнса августăн 23-мĕшĕччен пынă çак хаяр тытăçу. Иккĕмĕш тĕнче вăрçин историне вăл чи хăрушă та синкерлĕ çапăçу пулса кĕрсе юлнă. Унта пиншер-пиншер салтакпа çар техники хутшăннă: 4 миллион ытла çар çынни, 70 пине яхăн тупăпа миномет, 13 пин чухлĕ танк, 11 пин ытла самолет.

Курск пĕккинчи çĕнтерÿн пĕлтерĕшĕ çав тери пысăк пулнă. Вăл нимĕç фашисчĕсене çапса аркатма вăй-хал парса пынă.

Пирĕн ентешсем те – элĕксем хутшăннă Курск пĕккинчи çапăçусене. Шел, çук ĕнтĕ вĕсем халĕ пирĕн хушăра. Çапах Курск пĕккинче хăюлăхпа паттăрлăх кăтартнă 6 ветеран пирĕнпе пĕрлех-ха: Кĕçĕн Тăванти А.Егоров, Сурăмпуç Шĕмшешри С.Егоров, Энехметри К.Иванов, Элĕк салинчи Д.Михайлов, Изванкăри А.Трофимов, Элĕкри Е.Федорова.

Эпир Курск пĕккин паттăрĕсене нихăçан та манмăпăр, яланах асра тытса пурăнăпăр.

Г.ГЕННАДЬЕВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика