31 августа 2011 г.
Çĕнĕ вĕренÿ çулĕ пуçланас умĕн вĕренÿ тытăмĕнче ĕçлекенсен канашлăвне ирттересси йăлана кĕнĕ ĕнтĕ. Иртнĕ эрне кун районти педагогика ĕçченĕсем Элĕкри культурăпа кану центрне хăйсен ĕçĕсене пĕтĕмлетме, çĕнĕ вĕренÿ çулĕн приоритетлă задачисене палăртма пуçтарăнчĕç.
Район администрацийĕн вĕренÿ, социаллă аталану, çамрăксен политикин тата спорт пайĕн пуçлăхĕ Э.Николаев «Раççей Федерацийĕн вĕренÿ çинчен» федераллă саккун проекчĕ çинче чарăнса тăчĕ. Тĕпрен илсен, саккун ашшĕ-амăшĕсене те, педагогсене те тивĕçтерет. Çапах та хăш-пĕр ыйтусем пуррине пытармарĕ докладчик. «Саккуна эпир пуласлăхпа çыхăнтаратпăр. Çавăнпа та ашшĕ-амăшĕсем вĕренÿре çĕнĕ технологисем татах та ытларах вăй илессе, ачасен пĕлÿ шайĕ палăрмаллах ÿсессе шанаççĕ», – терĕ Эдуард Владимирович.
Вăл малашнехи тĕллевсем çинче те чарăнса тăчĕ. Кăçал учительсен шалăвне вăтăр процент ÿстерме йышăннине пĕлтерчĕ, çавăн пекех ача сачĕсенчи воспитательсен ĕç укçине те ÿстереççĕ, районта пĕрремĕш класа пĕлтĕрхинчен ытларах ача кайĕ, шкулсем хупăнмĕç.
Канашлура «Вĕренÿ çинчен» саккун проектне нумай енлĕн сÿтсе яврĕç. Тухса калаçакансем педагогсен тăрăшса ĕçлеме сăлтав сахал маррине палăртрĕç, пĕрремĕш çул шкула килекенсене çĕнĕ стандартсемпе вĕрентме пуçлас йĕркене, талантлă ачасене аталанма пулăшас, вĕренекенсен сывлăхне упрас ыйтусене сÿтсе яврĕç.
Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕн çумĕ В.Мидуков тата район администрацийĕн пуçлăхĕ Л.Читнаев ĕçре пултарулăхпа, ÿсĕмпе палăрнă педагогсене Хисеп грамотисемпе чысларĕç. Вĕрентекенсене професси ăсталăхне ÿстерсе пыма ырлăх-сывлăх сунчĕç. Канашлура Муркашри чăх-чĕп фабрикин директорĕ Н.Ванеркин, район прокурорĕ В.Шоркин педагогсем район пуласлăхне сумлă тÿпе хывнине, çĕнĕ ăру хатĕрленине палăртса каларĕç.
К.ЮРЬЕВ