31 августа 2011 г.
Раççей Федерацийĕн Правительствин Председателĕ Владимир Путин Пĕтĕм Раççейри Халăх фрончĕн Федераци координаци канашĕн ларăвĕнче РФ Патшалăх Думин депутачĕсен кандидачĕсене суйлама тăратнă кандидатурисене малтанлăха пĕтĕм халăхпа сасăланин кăтартăвĕсене пĕтĕмлетнĕ.
Премьер çакна палăртнă: «Праймериз (малтанхи сасăлав) кун йĕркинчи пĕтĕм нацишĕн кирлĕ граждан обществин майĕсене анлăлатрĕ».
Малтанхи сасăлав парламент депутачĕсемшĕн хăйне евĕрлĕ отчет пулса тăчĕ. Кандидатсен списокне çĕнĕ çынсене те кĕртнĕ. «Тĕл пулусен пĕринче эпир «Единая Россия» списокне «Халăх фрончĕ» сĕннĕ партире тăман 150 кандидатран кая мар кĕртессине пĕлтертĕмĕр. Малтанхи сасăлав кăтартăвĕсене хакланă тăрăх, çапла шутлатăп: списокра 150 çынран та ытларах пулма пултарать, мĕншĕн тесен сасăлавра чăннипех пултаруллă çынсем палăрчĕç», – тенĕ Владимир Путин.
Праймериз кăтартăвĕсене туллин пĕтĕмлетни премьер çакнашкал сÿтсе явусемпе малтанхи сасăлавсем мĕнпур политика партийĕсемшĕн яланхи виçе пулччăр тенĕ, халĕ вăйра тăракан саккунсене тивĕçлĕ улшăнусем кĕртме сĕннĕ.
Малтанхи сасăлав пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх кадрсен резервне йĕркелеççĕ. Çакă вăл влаçа тытса пыракан тата влаçăн пĕтĕм шайри ĕç тăвакан органĕсен çăл куçĕсенчен пĕри пулса тăрĕ.