АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Археологсем Тавăт тăрăхне тĕпчеççĕ

31 августа 2011 г.

Тавăт ялĕн çывăхĕнче Чулуй текен çырма пур. Унта шывĕ те шăнкăртатсах юхать. Инçех те мар вырнаçнă Хирлепе васкать вăл. Юханшыв мĕн авалтан пурлăхĕпе те палăрнă.

– Çур кунĕсенче-и, кĕркунне-и – ял çыннисем чул пуçтарнă кунта. Самаях пысăккисем тухса выртатчĕç çыран хĕррине. Вĕсене пухса хатĕрлеттĕмĕр те тиесе каяттăмăр. Çавсемпе усă курсах пÿртĕн никĕсне хывса хăвартăмăр, – тет халĕ Тавăт ялĕнче пурăнакан Светлана Павлова.

Çырма таврашĕнчи, çывăхри уйри çĕрĕ те чуллă. Ахальтен мар кунти вырăн Чуллă уй ятлă. Çак уйра мĕн ĕлĕкренех хăйăр карьерĕ пулнă. Çавăнтан ял çыннисем çурт-йĕр строительстви валли хăйăр чавса турттарнă чухне кивĕ масар тĕлне çакланнă. Çавна май тăмран тунă савăтсем, чултан тунă пуртă-мăлатук, хир сысни, упа шăлĕсенчен шăтарса тунă шăрçасем, шăмăран тунă калаксем тухнă. Кусем çине çынсем тимлĕх уйăрсах кайман. Юрать-ха çавăн пирки Тавăтри ĕçпе вăрçă ветеранĕ Иван Федорович Федоров вĕрентекен хурава Шупашкара археологсем патне çитернĕ.

– 1956 çулта Тавăт тăрăхне тĕп хуламăртан экспедици килнĕ.

П.Г. Григорьевпа В.Ф. Каховский историксем авалхи масар Тавăт ялĕнчен хĕвелтухăçнелле, «Çиманькка çучĕ» текен сăртра, Чулуй çырми хĕрринче вырнаçнине çирĕплетнĕ. Виçĕ-тăватă метр сарлакăш, çирĕм метр тăршшĕ пысăк канав хăйăр шăтăкĕ патĕнчен пуçланнă та, – çапла каласа пачĕ çак кунсенче Тавăт тăрăхне археологи тĕпчевне ятарлă ушкăнпа килнĕ Евгений Петрович Михайлов.Вăл – Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕ çумĕнчи археологи пайĕн аслă наука сотрудникĕ. Ĕçлĕ йыша ертсе пыраканĕ вара асăннă институтрах Элĕк районĕ енĕпе ĕçлекен çамрăк наука сотрудникĕ Николай Станиславович Мясников. Унпа юнашарах хамăр ентеше – Анатри Татмăш каччине Александр Анатольевич Семенова курма уйрăмах кăмăллă пулчĕ. Сăмах майĕн каласан, вăл Чăваш патшалăх университечĕн истори факультетĕнчен анчахрах вĕренсе тухнă. Чăваш археологĕсене пулăшма Мари Эл республикинчен истори наукисен кандидачĕ, кунти наукăпа тĕпчев институчĕн наука сотрудникĕ Борис Степанович Соловьев та килнĕ. Çак ушкăн ĕçченĕсем августăн 16-25-мĕшĕсенче шăпах малтанах палăртнă Чулуй çырми çывăхĕнче тăрăшрĕç.

Чăваш Ен археологĕсене тавăтсем ăшă кăмăлпа кĕтсе илнĕ, вăхăтлăх пурăнма кунти вăтам шкула вырнаçтарнă. Тĕпчев ĕçĕсене ирттерме çынсем те уйăрса панă.

Пуян опытлă археолог Евгений Петрович Элĕк Ене куçран вĕçертменнине асăнчĕ.

– Археологсем масар шăтăкĕсене алтса пăхса çын шăммисемпе пĕрле хĕрарăма пытарнă паллăна та асăрханă. Бронзăран тунă хăлха çакки, çĕрĕ тата ытти япаласем тупнă, – терĕ вăл.

Наука сотрудникĕ пĕлтернĕ тăрăх, аваллăхра 4 пин çул каялла Чуллă уйра масар пулнă. Хыççăн ку вырăна финн-угор йăхĕсем те килсе вырнаçса ял пуçласа янă. Археологи тĕпчевĕсем аваллăхри çынсем ĕç хатĕрĕсене пăхăрпа бронзăран тума пĕлнине кăтартнă. Хăйсен хуçалăхĕсенче вĕсем выльăх-чĕрлĕх усранă, çĕр ĕçĕнче катмакпа усă курнă. Сунара та çÿренĕ. Вăрмансенче упа, пăши, хир сысни пулни палăрнă. Вилнĕ çынсене вара улăп тăприсем купаласа пытарасси йăлана кĕнĕ-мĕн. Çавнашкал вырăнсем Элĕк тăрăхĕнче сахалах мар.

– 2001 çулта, шăпах вунă çул каялла, пирĕн экспедици Шураç ялĕ çывăхĕнчи «крепоçра» пулчĕ. 2 пин çул каяллахи пурнăçа ума кăларассипе тимлерĕмĕр. Аваллăх экспоначĕсем Элĕкри, Чăваш Сурăмĕнчи музейсенче упранаççĕ. Тавăтри С.Тихонов вĕрентекен те хăй вăхăтĕнче аваллăхри пурнăçăн паллисем çине пысăк тимлĕх уйăрнă, ятарласа музей йĕркеленĕ, – терĕ Е.Михайлов наука ĕçченĕ.

Вăл Элĕк Енри археологи тĕпчевĕсене витĕрех курса тăнине тепĕр тĕслĕх те çирĕплетрĕ. Чăваш Сурăм шкулĕнчи истори вĕрентекенĕ Евгений Львович Ефимов 2005 çулта хăйĕн вĕренекенĕсемпе Тавăтри Чулуй çырминче пулнă. Çамрăк археологсем вара, тĕпчев ĕçĕсене ирттернĕ май, ут хатĕрĕсене, пăхăртан тунă ытти япаласене те тупнă. Çав экспонатсем те музейсенче упранаççĕ.

– Хальхи тĕпчев ĕçĕсем мĕн кăтартрĕç-ха, – ыйтрăм экспедици ертÿçинчен Николай Мясниковран.

– Чулуй çырми çаплах аваллăх паллисемсĕр мар-ха. Тĕпчесе пĕлмеллине татах та тупрăмăр. Браслет, пиçиххи, тата ытти вак-тĕвек те курăнчĕç, – терĕ çамрăк ертÿçĕ.

Тĕрĕссипе вара нумай ĕмĕрсем каяллахи масарăн чикки ăçтарах пулнă-ши; Çавна палăртасшăн пулни çинчен пĕлтерчĕç Чăваш Ен археологĕсем. Вĕсем Элĕк Ене тĕпчессипе тăтăшах ĕçлени яр уççăнах палăрчĕ. Вырăнти влаç органĕсем археологи палăкĕсем çине кирлĕ пек тимлĕх уйăрманнине те асăнчĕç наука ĕçченĕсем. «Пули-пульми çынсен ятарлă ирĕк илмесĕр археологи палăкĕсене тĕкĕнмелле мар», – терĕç вĕсем. Ку асăрхаттару, паллах, ахальтен мар. Элĕк Енре йĕркене пăснă тăслĕхсем пулнине палăртрĕç тĕпчевçĕсем.

Елена ТИМОФЕЕВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика