31 августа 2011 г.
Пурнăçăн йывăр тĕрĕслевĕсем витĕр тухма тивнĕ Шăлан ялĕнче пурăнакан Анфиса Ивановна Степанован.1951 çулта пĕчĕк те тирпейлĕ ялта кун çути курать вăл. Шкул сукмакне такăрлатса пĕтернĕ хыççăн Шупашкара çул тытать. Чăваш патшалăх университетĕнчи математика факультетне вĕренме кĕрет. Ку çеç те мар, тепĕр аслă вĕренÿ заведенийĕнче вăл физика предметне анлăрах вĕренессишĕн тимлет. Хĕршĕн каччă тени те тупăнать. Çемьеллĕ çын пулса тăрать Анфиса Ивановна.
«Эпĕ ача кĕтнине пĕлсен мăшăрпа иксĕмĕр питĕ савăннăччĕ. Пĕр кунхине утă йăтаттăмăрччĕ. Мана та ĕçлеттерчĕç. Аран тенĕ пек киле çитме вăй-халăма çитертĕм. Пульницăна кайсан, манăн ăшри пепке вилнине пĕлтерчĕ тухтăр. Икĕ эрне хушши эпĕ вилĕ ачана йăтса çÿренĕ иккен», – аса илчĕ Анфиса Ивановна.
Тепĕр ачине те кун çути кăтартма тÿр килмен унăн. Хĕрĕх çула çитсе пынă май мăшăр хăйсен килĕнче ача сасси янăрасси пирки ĕмĕтленмен те. Турри хĕрхенетех вĕсене. Ваня ятлă ачана кун çути парнелет хĕрарăм. Халĕ вĕсен ывăлĕ шкул вĕренсе пĕтернĕ, музыка енĕпе пĕлĕвне туптать.
Степановсем кин кĕртсе мăнуксене пăхассишĕн çунаççĕ.
А.ВАЛЕРИЕВА.