31 августа 2011 г.
Александр Васильевичпа Валентина Ефимовна кил-çурчĕ Анатри Хурасан ялĕн анат вĕçĕнче вырнаçнă. Киввипе çĕнни юнашарах лараççĕ Васильевсен.
Кил хуçи манпа калаçма килĕшрĕ, пÿрте чĕнсе кĕчĕ.
Пусма вĕçĕнченех кавир сарнă урайне. Çурт ăшчикки типтерлĕ, илемлĕ. Стена çинче эпĕ çар тум-тирне тăхăннă темиçе çамрăка асăрхарăм. Çак çемьен историне питех пĕлес килчĕ.
Александр Васильевич 1937 çулта çак ялтах çуралнăскер, Чăваш Сурăм шкулĕнче 7-мĕш класс таран вĕренет. Вăй-питти çамрăк бригадăпа ĕçлеме тухма пуçлать. Çĕр-шыв умĕнчи тивĕçе те пурнăçлать. 1957 çулта салтака каять. Тинĕс çар флотĕнче тăватă çул хушши хĕсметре тăрать.
1960 çулта салтакран килнĕ яш каччăпа Мăн Шĕвĕш хĕрĕ Валентина Ефимовна çемье çавăраççĕ. Ултă ачана тĕрĕс тĕкел çитĕнтерсе çĕр-шывшăн юрăхлă çын тунă Васильевсем. Пилĕк ывăлпа пĕр хĕр пăхса çитĕнтереççĕ. Çĕр-шывăн тĕрлĕ кĕтессисене саланса пĕтнĕ пулин те, ашшĕ-амăшĕ патне час-часах килсе çÿреме тăрăшаççĕ. Тăван килтен хакли, çывăххи çуккине ăнланаççĕ вĕсем.
Александрпа Валентина Васильевсем хăйсен ĕмĕрĕ тăршшĕпех колхозра вăй хунă. Александр бригадирта ĕçленĕ. Стройка ĕçĕсене те хутшăннă. Нумай çул хушши чăх-чĕп ферминче вăй хунă Валентина Ефимовна. Пĕр вăхăт вăкăр ферминче те ĕçленĕ.
Ватăсем çитмĕл çултан иртнĕ пулин те икĕ пăрупа икĕ ĕне усраççĕ. Сĕтне патшалăха сутаççĕ. Александр Васильевичпа Валентина Ефимовна колхозра ырми-канми ĕçленĕшĕн «Ĕç ветеранĕ» ята тивĕçнĕ. В.Ефимовна пилĕк ывăлпа пĕр хĕре çуратса çитĕнтернĕшĕн «Ача амăшĕ-героиня» ята тивĕçнĕ.
Пурнăç çулĕпе утасси çăмăл мар. Ÿркенмесен ĕмĕтленни пурнăçа кĕретех.
А.СТЕПАНОВА.