31 августа 2011 г.
Чĕр чунсем те, вĕçен кайăксем те хăйсем хыççăн йĕр хăварма тăрăшаççĕ. Çавăнпа та вăхăчĕпе каччăн авланмалла, хĕрĕн качча тухмалла. Хусахсен шутне кĕрсен вара мăшăрланасси пирки хăшĕ-пĕрисем вуçех те шутламаççĕ. «Чавса çывăх та, çыртма çук», – теççĕ халăхра. Çамрăклăха каялла тавăраймăн. Ватлăх енне кайсан авланма шут тытнисене сайра-хутра çеç тĕл пулатăн.Арçынна пĕр пĕччен пурăнма уйрăмах йывăр. Пур ĕçе те пĕлмелле-çке-ха. Арçын ĕçне те, хĕрарăм ĕçне те пурнăçламалла. Вăтăр çул урлă каçнисене хусахсен шутне кĕртеççĕ. Акă Хураварти çамрăксенех илер. Вĕсен яшлăх вăхăчĕ тахçанах иртсе кайнă. Вăхăтпа кĕрешме çук çав, ăна тытса чараймăн. Кунта кил хуçалăхлă ялшăн хусахсен йышĕн кăтартăвĕ пысăк. Тĕслĕхе Сергей Хоркунова, Владимирпа Иван Павловсене илер.
Сергей Хоркунов нумай ачаллă çемьере ÿссе çитĕннĕскер ĕç мĕн тути каланине çамрăклах пĕлет. Пĕртăванĕсем тахçанах мăшăрсем тупса çемьесем çавăрнă ĕнтĕ. Сергей васкамасть-ха, темĕн шырать, темĕн кĕтет тейĕн. Хусах килте пĕчченех пурăнать. Паллах, тус-юлташсемпе пухăнса пĕр-ик черккепе чуна та йăвашлатать тепĕр чух. Çапах та хăйне ытла ирĕке ямалла маррине те ăнланать арçын. Алли мĕн пур ĕç патне пырать унăн. Ялта ĕç çукран ют хуласемпе облаçсене «шапашкăна» çÿрет, ĕçлесе илнĕ укçа-тенкĕпе кил-çурта, хуралтăсене çĕнетет. Пахчара тĕрлĕ çимĕç лартса çитĕнтерме те вăхăт тупать.
Пĕртăван Владимирпа Иван Павловсем те хусахсен йышĕнче. Вĕсен иккĕшĕн те уйрăм кил-çурт, хуçалăх. И.Павлов Мускав хулипе облаçне «шапашкăсене» кайса килет. Владимир вара килтех выльăх-чĕрлĕх усраса тупăш илме тăрăшать. Ĕçлеме ÿркенмен хусах ĕне, пăру усрать, сĕтне патшалăха сутăн парать. Арçынна нимĕнле йывăрлăх та такăнтармасть.
– Ĕç вăл – пурнăç тыткăчи, – тет хусах. – Тухса кайăттăм ют хуласене ĕçлеме – хуçалăха, выльăх-чĕрлĕхе никама шанса хăварма çук.
Владимирпа Иван Павловсем чылай чухне пур ĕçе те пĕрле пурнăçлама тăрăшаççĕ, май килнĕ таран пĕр-пĕрне пулăшаççĕ.
Çамрăк ĕмĕр пĕрре çеç килет. Çакна аванах ăнланаççĕ хусахсем. Пушă вăхăт тупăнсанах С.Хоркуновпа пĕртăван Павловсем пĕрле пухăнса çамрăклăха аса илеççĕ, хĕрсене сÿтсе яваççĕ. Малашлăх пирки те шухăшлаççĕ вĕсем. Анчах та вăхăта ниепле те тытса чарма çук. Çулĕсем пĕр сисĕнмесĕрех малалла шăваççĕ.
М.ШОРИНА.