АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Йывăрлăхра та хуçăлса ÿкмен

31 августа 2011 г.

Вырăс Сурăмĕнчи Евсегней Николаевпа урамри сак çинче калаçса ларатпăр. Вăл, иртнине аса илнĕ май, тарăн йĕрсемпе каскаланнă питне шăла-шăла илчĕ. Аллисем-и; Хытса çирĕпленнĕ. Ĕçпе пиçĕхнĕрен паллах. Мĕн каламалли, йывăрччĕ ĕнтĕ вăхăчĕ. Колхоз ĕçне куллен хутшăнмалла, килти пурнăç пирки те манмалла мар. Çитменнине, ачисем пĕринчен тепри вĕтĕ. Кашнине тăхăнтартмалла, çитермелле – пĕр-пĕринчен уйăраймăн. Куç тулли вĕт, пăхса ытараймăн. Анчах пурнăçра нихăçан та хăв шутланă пек пулса пымасть, улттăран тăваттăшне пытарма тиврĕ. Ачисем вăхăтсăрах леш тĕнчене ăсанчĕç. Виçĕ çул каялла вара мăшăрĕ те унран яланлăхах уйрăлса кайрĕ. Çыхнă шăпăр хуçăлмасть теççĕ. Е.Николаев хуйха-суйха кашнинчех чуна хытарса чăтса ирттерчĕ. Тăванĕсем манмарĕç, ачисем пĕрле пулчĕç. Паян та юратнă мăшăрĕшĕн тунсăхлать çитмĕл урлă каçнă арçын, анчах нимĕн те тăваймăн.

Евсегней Николаевич конюхра ĕçленĕ. Çумăр çăвать-и, сивĕ çил касса вĕрет-и – кунĕпех лашасемпе пĕрле уйра çÿренĕ. Хĕл кунĕсенче те канлĕхе кĕрсе ÿкмен: янаварсене апатлантарнă, шăварнă. Арçын тăватă ураллăскерсене тутă тăратассишĕн хăйĕн вăй-халне шеллемен. Лашасем уншăн çывăх тус вырăннех пулса тăнă. Хуçалăх ĕçĕнче кирлĕ пулнă çав вĕсем. Ял çыннисем те пырса ыйтман мар: парса яраймăн-ши; Хирĕçлеме пултарайман, ыйтакан кăмăлне ялан тивĕçтернĕ. Ырă сăмах чунне ăшăтнă, хавхалану хушнă, çапла майпа ĕçлес хастарлăха ÿстернĕ.

Е.Николаев хăй шăпи-кун-çулне ÿпкелемест. Турă çырнинчен иртеймĕн теççĕ. Пурнăçра, пытармалли çук, çăмăллăхĕ те, йывăрлăхĕ те пулман мар. Нушине ытлашшипех тÿснĕ. Анчах нихăçан та пуçа усман, хăрăк турат пек хуçăлса ÿкмен. Сатлайкăра пурăннă-ха вăл, юлашки çулсенче вара Вырăс Сурăмĕнче, Николай ывăлĕ патĕнче пурнăçа малалла тăсать. Ватлăх кунсем çитсе тăнăран куçса килмен, сăлтавĕ кĕтмен çĕртен тупăннă: пÿрте вут çулăм хыпса илнĕ те нимсĕр-мĕнсĕр тăрса юлнă. Пушарĕ хытах сиен тунă çав. Е.Николаев умне ыйту сиксе тухнă: кам куçĕнчен пăхмалла малашне; Юрать-ха ачисем пур. Вĕсем ăна пăрахмассине шаннă, ĕненнĕ Сатлайка çынни. Пурăнмалли кĕтессĕр тăрса юлсанах Вырăс Сурăмĕнче пурăнакан ывăлĕ патне куçса килнĕ. Кунта халĕ хăйне хÿтлĕхри пекех туять: вараланчăк çи-пуçпа çÿретмеççĕ, апат-çимĕçрен татăк тăратмаççĕ. Е.Николаев, пĕрремĕш ушкăн инваличĕ шутланнă май, килти хуçалăхри ĕçсене пурнăçланă çĕре хутшăнаймасть, çитменнине юлашки çулсенче вăй-халĕ чакнине самаях туять. Утса çÿреме те кансĕр, çавăнпа та инçе çула тухаймасть, килтех вăхăта ирттерет. Хăрах куçĕ вуçех курмасть унăн, тепри те хавшаса пынине сисет-туять. Куçĕсем япăхран телевизор та пăхаймасть, хаçат-журнал та вулаймасть. Хăлхи те витĕр илтмест. Евсегней Николаевича сарă хĕвел çути çунатлантарать, юратнă ывăлĕ юнашар пулни пурнăç кун-çулне тăсма пулăшать.

Юрий КОРНИЛОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика