31 августа 2011 г.
«Çын епле пурăнни пусма вĕçĕнченех курăнать», – тенĕ ĕлĕкех ваттисем. Анатри Юлăшра пурăнакан Василий Петровичпа Елена Даниловна Орловсен тирпейлĕхĕ урам алăкĕнчен кĕрсенех палăрчĕ.Ватăсен картишĕнче ытлашши ăпăр-тапăр выртмасть. Кил-çуртне те тирпейлĕ тытаççĕ вĕсем.
– Çăва тухсанах кинпе пĕрле палисадникре аппаланатпăр. Тепĕр çул лартса ÿстерме вăрлăхсене те çийĕнчех хатĕрлетпĕр, – терĕ кил хуçи хĕрарăмĕ.
Хĕллехи пушă вăхăтра та ахаль ларма хăнăхман Елена Даниловна. Вăрăм каçсенче ал ĕçĕпе киленет, çăм арласа алсиш-нуски çыхать. Кĕркуннехи вăхăтра вара ĕçĕ темĕн чухлех унăн. Компот-варени, салатсем хатĕрлесси чун киленĕвĕ пулса тăнă ĕçчен хĕрарăмăн.
Елена Даниловна Антоновка ялĕнче çуралса ÿснĕ. Вырăс Сурăмĕнчен 11 класс вĕренсе тухсан малтанах столовăйĕнче поварта тимленĕ. 1975 çулта Анатри Юлăш каччипе çемье çавăрнă, пилĕк ача çуратса ура çине тăратнă.
Кил хуçи арçынĕн хăй вăхăтĕнче салтак атти тăхăнса курма май килмен. Уншăн ÿкĕнмест вăл. Мĕншĕн тесен унăн ывăлĕсем çĕр-шыва юрăхлă çынсем пулса тăнă. Сăмах май каласан, Орловсен иккĕмĕш ывăлĕн Петьăн вунă хутчен Чечен республикинче пулма тÿр килнĕ.
– Вăл вăхăтсене халĕ те куççульпе аса илетĕп. Мĕн кăна тÿсмерĕмĕр-ши мăшăрăмпа; Çывăрман каçсенче мĕн чухлĕ куççуль тăкман-ши тата; Турра тав, таса та сывă таврăнчĕ каялла Петя, – калаçăва малалла тăсрĕ Е.Орлова.
Хĕрарăм Анатри Юлăша качча килсен ялти фермăра мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех вăй хунă. Пĕр вăхăт бригада ĕçĕсене те хутшăнма тивнĕ унăн. Мăшăрĕ те ĕмĕрне тăван хуçалăхра ирттернĕ.
– Шкулта вĕреннĕ чухнех механизатор пулма ĕмĕтленеттĕм. Нурăсра вара çак профессие алла илтĕмех. Хам ĕмĕте пурнăçа кĕртрĕм. Пире, пĕр вăхăтри çамрăксене, тÿрех Казахстана ĕçлеме ячĕç. Унта çулталăка яхăн механизаторта тăрăшрăм, хыççăн вара тăван яла таврăнтăм», – çамрăклăха аса илчĕ утмăл çиччĕри ватă.
Василий Петрович хĕрĕх çул механизаторта тăрăшнă. Ахальтен мар ĕнтĕ унăн ятне Элĕк районĕн энциклопедине кĕртнĕ. Хĕлле тракторпа ĕçленĕ, çулла комбайн çинче тăрăшнă. Ĕçченлĕхне кура «Ĕç Мухтавĕн» орденĕпе наградăланă.
В.Орлов темĕн те пĕр касса ăсталама пултарать. Йывăçпа та, тимĕрпе те туслă вăл. Йывăçран акă чÿрече, балкон рамисене тепĕр ăстаçăран та лайăхрах калăплать. Нумаях пулмасть Орловсем килти урай хăмисене те ылмаштарнă. Виталий Петрович алăксем те тăвать.
Пултарулăхĕ, ăсталăхĕ тĕрлĕ енлĕ В.Орловăн. Анкартине тухсан пыл хурчĕсен вĕллисем тÿрех куçа курăнаççĕ. Тахçантанпах аппаланать иккен вĕсемпе Виталий Петрович.
Орловсен пахчинче панулми йывăççисем те йышлă. Кил хуçи арçынĕ йывăçсене чир ан ертĕр тесе пăхса, сăнаса тăрать, тутлăран та тутлă сортсене хăех сыпса хăварать. Елена Даниловна та мăшăрне яланах хавхалантарать.
Вера МОРОЗОВА.