АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Нуша курма çуралтăм-ши;

31 августа 2011 г.

Анатолий Никитин композитор мăшăрĕпе Надеждăпа пĕрле

Эх, пурăнăç, пурăнăç

Мĕншĕн эсĕ пăрăнăç;

Хăш енчен килет-ши

Çĕн вăй-хал;

тесе шăрантарни кашнинчех манăн чун-чĕрене пырса тивет.

Ку йĕркесем хамăн шăпа çинчен каланăнах туйăнаççĕ. Ара çакă çутă тĕнчере лайăххине сахалтарах курнă вĕт. Нушине курма вара Турă çырнă-ши; Атте-аннене пуян тесе айăпласа нимсĕрех тăратса хăварнă.

Пĕр айăпсăр аттене килтен илсе тухса кайнă. Тĕрмерен тухаймарĕ вăл, аннене, пире те текех кураймарĕ. Пирĕн çемье вара килсĕр-çуртсăр юлнă. Мана, пĕчĕкскерне, пускилсем патне хăварнă. Кусем мана усрасшăн пулман. Çавăнпа кил хуçи хĕрарăмĕ ачисене кÿрентерме хушнă. Пĕри, пĕчĕкреххи, аякран çыртнине халĕ те ас тăватăп.

Пуç пулсан çÿç шăтать тенĕ евĕр эпир пĕчĕк пÿрт лартнăччĕ. Çапла тинех хÿтлĕх тупрăмăр. Эпĕ, тăван Ураскилт шкулĕнче çичĕ класс пĕтернĕскер, колхоз ĕçĕсене хутшăнма пуçларăм. Уйра пысăк йышпа пăрçа çулаттăмăр. Çавăнта темиçе арçын пычĕç те вăрман ĕçлеме кăмăл пурри çинчен ыйтса пĕлчĕç. Вĕсен сĕнĕвĕпе пит килĕшекенех пулмарĕ. Эпĕ вара пĕр шухăшламасăрах килĕшес терĕм. Çапла вун çиччĕрех вăрман ĕçлекенсен ретне тăтăм.

Пĕр вăхăт самаях тĕнче касса çÿрерĕм. Мускаври стройкăра та ĕçлесе курнăччĕ. Анчах та тăван кĕтесрен хакли çуккине чун-чĕререн туйса илтĕм. Çуралнă килех таврăнтăм. Мана вара ял каччиех Никандр кĕтсе пурăннă тейĕн. Эпир унпа часах пĕр çемьене чăмăртантăмăр. Вăл та ман пекех хура-шур курнăскер. Ачаллах уйра суха тума тивнĕ унăн. Каярах, ÿссе çитĕнсен, чăн-чăн «хурçă ут» хуçиех пулчĕ вăл. «Молния» хуçалăхра вăй-халне шеллемесĕр ĕçлерĕ. Хăйне хĕрхенес, упрас йăла пулман унăн. Çавăнпах пурнăçран та иртерех уйрăлчĕ пулĕ. Эпĕ те тăрăшсах ĕçленĕччĕ ял хуçалăхĕнче. Пĕррехинче Ураскилтри аэропорта чĕнчĕç те унта та тÿрĕ кăмăлпах тимлерĕм. Пурнăç çулĕ Элĕкри улма-çырлапа пахча-çимĕç комбинатне те илсе çитерчĕ.

Николай ывăлăм вăхăтсăрах ĕмĕрлĕхех куçне хупрĕ. Галя хĕрĕм те иккĕмĕш ушкăн инваличĕ. Пĕтĕм шанчăкăм – хулара пурăнакан ывăлăм, мăнуксем çинче. Вĕсем вара мана пăрахмаççĕ, асăрхасах тăраççĕ.

Эпĕ таса ята тавăрнă çыннăн хĕрĕ шутланатăп. Çавна май социаллă хÿтлĕхпе усă куратăп, уйăхсерен пенсисĕр пуçне хушма укçа илсе тăратăп.

Мария ОСИПОВА,

Ураскилт ялĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика