АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вăрă нихăçан та тĕлĕрмест

31 августа 2011 г.

Шалти ĕçсен пайĕнче тăрăшаканăн ĕçĕ йывăр та кăткăс. Йĕркелĕх хуралçисен талăкăн кирек хăш вăхăтĕнче те службăра тăмалла, шанса панă ĕçе чунпа, тÿрĕ кăмăлпа пурнăçламалла.

Çакна каламалла. Ялсенче вăрласси, çаратасси ÿссе пырать. Служба тивĕçĕпе районти кашни ялтах пулатпăр. Çавăнпа та темĕн те курма пулать. Кашни ялта тенĕ пекех кил умĕсенче машинăсене лартма ятарлă гараж та çук. Вăрă вара камăнне мĕн вăрламаллине пĕлет. Чылай чухне ялсенче мотоблок, машина хатĕрĕсем çухалнине илтме пулать. Вăрра куракансем те курмăш пулаççĕ. Юлашки вăхăтра районта выльăх-чĕрлĕх çухалнă тĕслĕхсем пулкаларĕç. Акă çу кунĕсенче Карачура ялĕнче пĕрисем килти вăкăра касăва яман, çул хĕррине симĕс курăк çитерме кăкарнă. Кăнтăрла иртсен хайхи вăкăр «ураланнă». Çакна куракансем пулнă паллах. Анчах та вăхăтра шалти ĕçсен пайне пĕлтерменни йĕркелĕх хуралçисем умне чăрмав кăларса тăратнă. Вăкăра халĕ те тупайман. Тимлĕ пулманни чылай чухне йывăрлăха кĕртсе ÿкерет. Паянхи кун ял хуралĕ тăни питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ. Хурал тăни ялсенче пушар тухас хăрушлăха та, вăрласси-çаратассине те кăшт та пулин чарма, хÿтĕлеме пулăшать.

Д.ШАКАРОВ,

участок уполномоченнăйĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика