АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хĕре тискеррĕн вĕлернĕ

31 августа 2011 г.

Чулкаç ялĕнчи 1990 çулта çуралнă Николай А. йывăр преступлени тунă, çынна ятарласа вĕлернĕ. Çавна май ăна РФ Уголовнăй Кодексĕн 105-мĕш статйин 1-мĕш пайĕпе килĕшÿллĕн айăплаççĕ.

Ку уголовнăй ĕçе 2011 çулхи майăн 2-мĕшĕнчех пуçарнă. Ĕçĕ вара çапла пулса иртнĕ. Якунекасси ялĕнчи Алина 2011 çулхи апрелĕн 30-мĕшĕнче каçхине ташă каçне кайнă та таврăнман. 2011 çулхи майăн 2-мĕшĕнче вара унăн виллине Якунекасси ялĕн урамĕнчех тупнă. Вун çичĕ çулхи хĕре йывăр суранлатса вĕлерсе çĕре шăтăк туса пытарнă пулнă.

Тĕпчев ĕçĕсем ирттернĕ хыççăн çакă палăрнă. Н. ÿсĕрскер, 2011 çулхи майăн 1-мĕшĕнче, çĕрле, виçĕ сехет тĕлĕнче, Якунекасси урамĕнче çамрăк хĕре дискотекăран таврăнасса кĕтнĕ. Иккĕшĕ тĕл пулсан хирĕçÿ пуçланнă. Н. тÿрех хĕре хирĕç тăнă, ăна аллинчи çĕççипе темиçе хутчен те чикнĕ. Хĕре кĕлеткинче 17 суран таранах тунă, çавăн пекех сулахай енчи мăя та хытах суранлатнă. Çавна май А. вырăнтах вилсе кайнă. Хыççăн Н. хĕр кĕлеткине ял урамĕнчех йывăçсен хунавĕсем айне çĕр чавса пытарса хунă.

Уголовнăй ĕçĕн материалĕсене пăхса тухса çирĕплетрĕмĕр, ăна Красноармейски районĕн судне ярса патăмăр.

В.ШОРКИН,

район прокурорĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика