АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çамрăксем ялта тытăнса тăмаççĕ

03 сентября 2011 г.

Юнтапа салине пырса кĕрсенех çул хĕрринче пысăк çуртсем куç умне тĕл пулаççĕ: шкул, культурăпа кану çурчĕ, тем пысăкăш лавккасем. Вĕсем яла хула сăнĕ кĕртеççĕ. Пур урамра та асфальт сарнă. Ял çыннине пурăнмашкăн пĕтĕм услови пур. Çавăнпа та Юнтапара пушă пÿрт ларнине те курсах каймастăн. Хуçасăр пÿртсене тÿрех туянаççĕ. Илмесĕр, паллах илеççĕ, ара кунта почта та, пĕтĕмĕшле практика врачĕн офисĕ те, виçĕ лавкки, шкулĕ, библиотеки те пур. Çитменнине тата ял аслă çул хĕрринче вырнаçнă. Хулана каяс-тăк тÿрех ларса кайма пулать – транспорчĕ çине-çинех чупать.

Лайăххипе юнашар япăххи те палăрать. Ял кивелсе пырать, çамрăксем тытăнса тăмаççĕ кунта, ватăсем вилсе пыраççĕ, çуратакансем те çукпа пĕрех. Чи ватă çын ку ялта – Захар Никифоров пенсионер. Вăл сакăр вуннăран иртнĕ ĕнтĕ. Чи кĕçĕнни вара Матвеевсен çемйинчи 2009 çулта çуралнă ача. Хĕрарăмсем Юнтапарах ĕç вырăнĕ тупаççĕ. Арçынсенчен ытларахăшĕ тĕрлĕ ют хуласене ĕçлеме çÿреççĕ. Хуçалăхра ĕçлеме кăмăл тăвакансем те пур. Вĕсем «Алмаз» обществăра тăрăшаççĕ.

Шкула икçĕр ытла ача çÿрет. Аяккарах пурăнакан ачасене автобус турттарать. Ялта пурте садик çуккишĕн кулянаççĕ. Малтанхи çулсенче садик пулнă-ха, анчах вăл та хупăннă. Халĕ ку çуртăн стенисем кăна тăрса юлнă. Нивушлĕ шел пулман çав садика хупма; «Паянхи кун çĕнĕ садик уçма никам та шутламасть», – терĕ пĕр хĕрарăм.

Юнтапари культурăпа кану центрне çамрăксем таçтан та килеççĕ. Кашни канмалли кун дискотекăсем иртеççĕ.

Ял сăн-сăпатне илем кÿрекенни чылай, анчах та пурнăçĕ çуталса тăни курăнмасть. Çамрăксем сахалли пурнăçа тĕксĕмлетет. Юнтапа ялĕнче хăçан юлашки хут туй пулнине те ас тумаççĕ. Шел те, авланакан та, качча каякан та çук.

А.СИЛИВЕСТРОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика