03 сентября 2011 г.
Йышлă ача-пăчаллă ашшĕ-амăшĕ кĕçĕн ывăлĕ çине ытларахах шанать пулĕ. Тени ялĕнчи Владимир Федоровичпа Екатерина Самсоновна Ивановсем кĕçĕн ывăлĕн Леньăн пулăшăвне кураççĕ те.Пÿртре çамрăк хĕрарăмпа пĕчĕк ачи иккĕшехчĕ. Кин кĕртсессĕн пÿрт тулать тени тÿрех аса килчĕ. Пепке коляска çинче тапкаланса кăна выртать. Ăна амăшĕ кĕçех диван çине куçарчĕ.
– Таня хальлĕхе ларма кăна хăтланать. Яра куна вăхăта пĕрле ирттеретпĕр. Хушăран тула уçă сывлăша тухатпăр, – хыпарларĕ Аня Иванова.
Пĕчĕк хĕр кăна мар, пĕчĕк каччă та пур çамрăк мăшăрсен. Владик тесе чĕнеççĕ ăна, вăл ултă çул тултарнă, шкула кайма хатĕрленĕ. Арçын ача ялти «Хĕвел» ача садне çÿренĕ. Çавна май кулленех вулама, çырма хăнăхса пынă.
Икĕ ача амăшĕ Тени ялĕн хĕрех пулнă. Мăшăрĕ пекех йышлă çемьере çуралса ÿснĕ. Аня ялти шкулпа сывпуллашнă хыççăн пĕлĕвне татах та ÿстерсе професси илме тăрăшнă. Коопераци техникумĕнче ăс пухать вăл. Çамрăк специалист Элĕкре предприниматель çумĕнче шут ĕçченĕн ĕçне кÿлĕнет.
Пиçнĕ çырлана вăхăтра татмалла, теççĕ. Аньăн та çичĕ юта кайма шăпи тухнă. Пĕр урамран теприне «вĕçсе» çитме тата вăхăт нумай кирлĕ-и; 2004 çулхи пĕр ырă кун туй кĕрлеттереççĕ Аньăпа Леня.
– Манăн упăшкан юрă-ташă енне туртăм пулнă. Эпир пĕрлешнĕ вăхăтра вăл ялти культура çуртĕнче художество пултарулăх ертÿçинче ĕçлетчĕ. Аллисем те ылтăн унăн, пур ĕçе те пултарать. Строитель енĕпе ырăпа палăрать. Ялта камăн та пулин çурт-йĕр хăпартмалла-и – хаваспах хутшăнать. Аякри стройкăсене те кайса килет, – пĕлтерчĕ мăшăрĕ пирки кăçал вăтăр çул тултараканскер.
Аньăран Леня вара икĕ çул кăна аслăрах-мĕн. Пĕр-пĕрне ăнланаççĕ çамрăксем, пулăшма яланах хатĕр. Ирхине ялти лавккана сĕт леçсе парассине, сăмахран, çамрăк кил хуçи хăй çине илнĕ. Пĕчĕк ывăлне Владика ача садне ăсатассине те хăйĕн тивĕçĕ тесе шутланă вăл. Аньăн та тимлемелли тупăнсах тăрать. Ача патĕнче ларнипех епле çырлахтăр-ха ялти хĕрарăм; Ĕне сумалла-и, выльăхсене апат памалла-и, тислĕк тасатмалла-и – Анна Егоровнăн кун йĕркине çирĕп кĕнĕ.
Ваттисемпе çамрăккисем хушшинче урлă-пирлĕ калаçас йăла та çук. «Çичĕ çул пĕрле пурăнатпăр. Халиччен пĕр-пĕрне сивĕ сăмах каламан», – çирĕплетрĕ çемьери туслăха çамрăк кин.
Хуняшшĕ, Владимир Федорович, сывлăхĕ хавшанăран питех тухса çÿреймест. Екатерина Самсоновна вара ывăлĕпе кинне пулăшмасăр тăмасть. Пĕчĕк мăнукĕсене пăхма уйрăмах хавас.
Килĕшÿллĕ çемье çурт-йĕр çĕнетессине тĕпе хурать. Стройка енĕпе çулленех ĕçлесе пыни куç умĕнчех. 2006 çулта йышлă выльăх-чĕрлĕхе пăхса усрама пысăк сарай çĕкленĕ. Тепĕр çулхинех йывăç пураран мунча туса лартнă. Гараж, лаç тăрăхĕ те вĕр çĕнĕ.
– Аттепе анне тунă çуртра пурăнатпăр. Ятран пÿрт тăвассишĕн тăрăшатпăр, – çутă ĕмĕтне пĕлтерчĕ çамрăк хĕрарăм.
Килти хушма хуçалăха та аталантарсах пыма шутлаççĕ Ивановсем.
Елена ТИМОФЕЕВА.
Сăн ÿкерчĕкре: Ивановсен пĕчĕк
хĕрĕ Таня.