АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ырă мăшăр çумĕнче пурнăç лайăх

03 сентября 2011 г.

 Темĕнле мухтавлă ĕçсемех туман эпир, – терĕ Шураç ялĕнче пурăнакан Надежда Григорьевна Степанова. Çапах та калаçма хирĕçлемерĕ.Асамат хĕрĕ пулнă вăл. Виçĕ пĕртăван ăмăртмалла тенĕ пек çитĕннĕ. Ашшĕпе амăшĕ хуçалăхра тăрăшнă. Кил хуçи арçынĕ нумай çул механизаторта тимленĕ пулсан, унăн мăшăрĕ вара дояркăра вăй хунă.

Ачисем ирпе те, каçпа та амăшĕпе пĕрле ферма сукмакне такăрлатнă.

– Анне йывăр чире пула вăхăтсăр çĕре кĕчĕ, атте те пирĕнпе нумаях пурăнаймарĕ. Çывăх çынсем пурнăçран уйрăлнă хыççăн пире вĕрентсе пыракан та пулман. Пурнăçăн анлă çулĕ çине тăма вара тем пекех йывăрччĕ, – аса илÿ çăмхине сÿтрĕ аллăран иртнĕ хĕрарăм.

Элĕкри вăтам шкултан вĕренсе тухсан Надежда Григорьевна Шупашкара çул тытать. Кунта та çăмăл мар. Алла мĕнле професси илмелле, ăçта ĕçлеме вырнаçмалла; Тĕрлĕ ыйту канăç памасть хĕре. Çамрăк лаборанткăна вĕренет. Хыççăн çăкăр заводне вырнаçать.

– Пулас мăшăрпа, Николайпа, эпĕ Элĕкре паллашнă. Пĕрре курсах савнă, – терĕ Надежда Степанова иртнине аса илсе.

Николай Степанов Мăн Вылă шкулĕнче пĕлÿ илнĕ. Ача чухнех водитель пулма ĕмĕтленнĕ. Каланă – тунă. Арçын хăйĕн ĕмĕтне пурнăçа кĕртнех. Николайпа Надежда Степановсем 1982 çулта çемье çавăрнă. Шураç каччипе Асамат хĕрĕ ĕмĕр пĕрле пурăнма тупа тунă. Унтанпа чылай вăхăт иртнĕ ĕнтĕ, çапах та çамрăклăха халĕ те аса илме кăмăллаççĕ Степановсем.

– Асра юлнă самантсем те пур-тăр; – ыйтрăм эпĕ Надежда Григорьевнăпа мăшăрĕнчен.

Мăшăрсем пĕр-пĕрин çине пăхса йăл кулчĕç.

– Чи савăнăçлă самантсенчен пĕри вăл – пĕр çемьене чăмăртанни. Унтан – ывăлсем çурални, – терĕ кил хуçи арçынĕ.

Сăмах май каласан Степановсен пĕр кунта икĕ ывăл çут тĕнчене килнĕ. Йĕкĕрешсем сывă та таса ÿссе çитĕннĕ. Ашшĕпе амăшĕ тĕпренчĕксене тивĕçлĕ воспитани парассишĕн тăрăшнă, фермăра çирĕм пилĕк çул пĕр улшăнмасăр вăкăрсем самăртнă çĕрте тимленĕ, малтисен ретĕнче пулнă. Ывăлĕсем те ашшĕпе амăшне савăнтарса тăнă. Эдикпа Радик шкултан вĕренсе тухсан иккĕшĕ те Калининăра ашшĕ пекех водитель профессине алла илнĕ. Часах каччăсен салтак ячĕ тухнă.

– Иккĕшĕ те Чечен республикинче салтак тивĕçне пурнăçларĕç, – сăмах хушрĕ Н.Степанова.

Ашшĕпе амăшĕ ывăлĕсемпе мухтанаççĕ. Эдик акă вуннăмĕш çул ĕнтĕ контракт мелĕпе Чечен республикинче службăра тăрать. Нумаях пулмасть Степановсен килĕнче йыш хушăннă. Радик Хитекушкăнь хĕрĕпе Верăпа çемье çавăрнă. Çамрăк мăшăр хальлĕхе Шураçра пурăнать.

Надеждăпа Николай Степановсем Ульянов ячĕллĕ хуçалăхра тăрăшаççĕ.

Вера МОРОЗОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика