03 сентября 2011 г.
Çын кăтартса янипе çитрĕм эпĕ Хитекушкăнь ялĕнче пурăнакан Васса Арсентьевна килĕ умне. Вăл чăн-чăваш, ашшĕ-амăшĕ хресчен пулнă, хуçалăхра ĕçленĕ. 10 ачана кун çути парнеленĕ. Васса Арсентьевна 4 çул шкула çÿренĕ, амăшĕ чирленипе унтан ытла вĕренеймен. 10 çултан иртнĕ хĕрĕн хуçалăх ĕçне ачаллах пуçăнма тивнĕ: тырри-пуллине пухса кĕртнĕ, çĕр улмине те кăларнă. Мĕн пур ĕçе ал вĕççĕнех пурнăçланă. Колхоз столовăйĕнче нумай çул вăй хурать вăл, ял ĕçченĕсене техĕмлĕ те вĕри апатпа сайлать.
Мĕн хушнине вăхăтра пурнăçлать. «Ĕç ветеранĕ» ята та тивĕçет. Хĕр çулне çитсен качча каять Васса Арсентьевна. Ача-пăчаллă пулать. Ывăлĕ Питер хулинче пурăнать, хĕрĕ вара Шупашкарта. Кашниех çемьеллĕ ĕнтĕ. Шупашкарта пурăнакан хĕрĕ час-часах амăшĕ патне килсе каять, тĕрлĕ ĕçсенче пулăшса хăварать. Пĕчченех кун кунлать халĕ Васса Арсентьевна. Выльăх-чĕрлĕх тытмасть.
Кĕçех 90 çул тултарать вăл. Кинемей 88 çула çитиччен нуски-чăлха çыхнă иккен. Пĕлтĕр, куçĕ япăхрах курма пуçланăран, ку ĕçрен уйрăлнă. Пĕр операци хыççăн теприне лекет Васса Арсентьевна. Пуç çаврăннипе хытă аптăрать. Урисем те ирĕклĕн ярса пусма памаççĕ.
А.СТЕПАНОВА.