03 сентября 2011 г.
Татмăш ял уявне ватти те, çамрăкки те пуçтарăнчĕ. Унта Вутланпа Вăрманкасра пурăнакансем те пычĕç.
Уявпа ял çыннисене район пуçлăхĕ – депутатсен Пухăвĕн председателĕ В.Дубинин, район администрацийĕн пуçлăхĕ Л.Читнаев, Ехремкасси ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.Ефимов саламларĕç (пурте вĕсем Татмăшран), ялти активистсем, сумлă ватăсем, çамрăк çемьесем, юбилярсем Тав çырăвĕсемпе парнесене тивĕçрĕç. Унччен маларах вара Вутлан ял библиотекине М. Ястран ятне панине çирĕплетекен асăну хăмине çакрĕç.
Вутланти культура çурчĕ çумĕнчи пултарулăх ушкăнĕ, районти ветерансен хорĕ юрăсем юрласа халăха савăнтарчĕ. Шупашкартан килнĕ артистсем Елена Османовăпа Николай Михайлов юрăçсем илемлĕ юрăсем шăрантарчĕç.
Спорт вăййисем те иртрĕç: футболла тата волейболла вылярĕç. Маттуррисене парнепе хавхалантарчĕç. Ял халăхĕпе хăнасем валли шÿрпе пĕçернĕ. Ăна пурне те тÿлевсĕр çитерчĕç. Татмăшри И.Сорокин вара килте хатĕрленĕ сăрапа сăйларĕ. Уявра суту-илÿ те пулчĕ.
Ÿкерчĕксенче: уяв саманчĕсем.
Ю.Корнилов сăн ÿкерчĕкĕсем.