АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕçекен арçынтан темĕн те кĕтме пулать

03 сентября 2011 г.

Эпĕ тахçанах тивĕçлĕ канура ĕнтĕ. Ачасем те çитĕнсе «йăваран» вĕçсе тухнă. Кашни хăйĕн çемйипе пурăнать. Эпĕ вара урамра иртсе пыракан ÿсĕр арçынна курсан канлĕхе çухататăп. Хаяр шĕвекпе туслашнă çамрăксене уйрăмах шеллетĕп. «Эрех ырри патне илсе çитермест», – тесе кăшкăрсах калас килет.

Ĕмĕрĕме ĕçкĕç арçынпа пурăнса ирттертĕм. Ĕç хыççăн кашни кунах сыпатчĕ вăл. Канмалли кунсенче юлташĕсемпе тĕл пулатчĕ, киле çĕрле кăна таврăнатчĕ. Çемьере укçа çитсе пымастчĕ. Ÿсĕр килекен ашшĕнчен ывăлăмпа хĕрĕм яланах тарса пытанатчĕç. Халĕ те хисеплемеççĕ ăна вĕсем.

Ĕçекен арçынтан темĕн те кĕтме пулать: пире вăл пĕрре кăна мар килтен хăваласа кăларса янă, алă та çĕкленĕ...

Вĕренĕн те вĕçĕ пур та – упăшкан иртĕхĕвне те пурнăç пысăк пăнчă лартрĕ. Мăшăрăм чĕрепе хытах аптăрама пуçларĕ. Унтан шалкăм çапрĕ. Халĕ килтен тухса çÿреймест, инвалид. Иртĕхсе пурăннăшăн Турă айăпларĕ пуль.

Ман шухăшпа, эрех ĕçес туртăм йăхран-йăха куçса пырать. Хуняма та «симĕс çĕлене» пулах вăхăтсăр çĕре кĕчĕ. Çакна та калас килет: ĕçекен çынна ниепле те чарма çук. Ăна пулăшас тесе мĕн кăна туса пăхман-ши эпĕ; Сипленме тесе больницăна та вырттарнă, юмăçа та кайнă, эмелсем те, тĕрлĕ курăк та ĕçтернĕ. Лăпкăн та ларса калаçнă, ачаш та пулнă... Анчах вăл пĕрех ырă енне улшăнмарĕ.

Халĕ вара ачасемпе мăнукăмсем çеç савăнăç кÿреççĕ. Вĕсемпе йăпанса пурăнатăп.

Хăш-пĕрисем çамрăклах ĕçке ярăнса кайни те мана шухăшлаттарать, канăçа çухаттарать.

Çап-çамрăклах ĕçкĕ-çикĕ еннелле сулăнсан, организм алкоголь шĕвекĕсене хăнăхсан, эпĕ сăнанă тăрăх, çак киревсĕр йăларан уйрăлма çав тери йывăр. Ĕçкĕ сĕрĕмне лекнĕ йĕкĕтĕн малашне çемье çавăрмалла вĕт-ха. Çемьене кирлĕ пек пăхса тата тăрантарса усрама пултарать-и вăл; Питĕ иккĕленетĕп. Çавна май эпĕ хĕрсене çакнашкал йĕкĕтсенчен пăрăнма сĕнетĕп.

ЕЛИЗАВЕТА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика