АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вăрмана упрамалла

03 сентября 2011 г.

Çу кунĕсенче кашниех вăрмана туртăнать. Унта уçă сывлăш, çырла-кăмпа татма, пуçтарма май пур. Теприсем канма, шашлăк пĕçерсе çиме те каяççĕ. Пушара çÿнтерме çăмăл мар. Унта чылай çынна, техникăна хутшăнтармалла.

Сурăм вăрманĕнче ĕçлекенсем вăрманта çулăм ан алхастăр тесе чылай ĕç тăваççĕ. Профилактика ĕçĕсем ирттереççĕ. Пушара хирĕç кĕрешмелли инвентаре тата оборудование хатĕрлесе хунă.

РФ Правительстви 2007 çултах ятарлă постановлени кăларнă. Вăл вăрманта пушартан асăрханасси çинчен калать. Кашниех, паллах, ăна тĕплĕн пăхса тухаймĕ. Çавăнпа та асăрхану, хăрушсăрлăх правилисене шута илме ыйтатăп.

Лăсăллă йывăçсем ÿсекен вырăнта кăвайт чĕртме юрамасть. Предприятисен, организацисен, уйрăм çынсен вăрман çывăхĕнчи типĕ курăка çунтармалла мар. Унти лаптăка йăлара усă курнă ăпăр-тапăрпа та варалас çук. Тепĕр чухне кĕленче ванчăкĕ те вут-кăвар патне илсе пыма пултарать.

Юлашки çулсенче ял хуçалăх предприятийĕсен уйĕсенче юлнă улăма çунтарма хăнăхрĕç. Çак ĕçе вăрман çывăхĕнче тума юраманнине асăрхаттарасшăн. Çулăм самантрах йывăçсем çине куçса ÿкме пултарать-çке.

Айăплисене административлă майпа явап тыттарма ирĕк пур. Пирĕн вăрмана упрамалла, вут-çулăмран сыхламалла. Çавăнпа унта кĕрсен тирпейлĕ пулăр, вăрман пуянлăхне туйăр.

О.АФАНАСЬЕВ,

вăрман ĕçченĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика