АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вăррăн алли вăрăм

03 сентября 2011 г.

Пĕчĕк Йăлкăш ялĕнчи В. пĕрре мар судпа айăпланнă. 2008 çулхи майăн 14-мĕшĕнче Элĕк районĕн миравай сучĕ ăна 130 сехет ĕçлесе татмалла тунă тата 14 кунлăха ирĕкрен хăтарнă. 2009 çулхи мартăн 13-мĕшĕнче вара Элĕк район сучĕ В.-на тепĕр хут айăпланă. Приговорĕ çавăн пек: икĕ çуллăха ирĕкрен хăтармалла. Шупашкарти Ленин район сучĕ 2009 çулхи октябрĕн 28-мĕшĕнче тепĕр йышăну кăларнă: В.-на условлă майпа ирĕкрен хăтарнă. Пĕрре судпа айăпланнăскерĕн лăпланса лармалла пек те, анчах та арçын 2010 çулхи сентябрĕн 23-мĕшĕнче тепĕр сăтăрла ĕç тунă. Уншăн 150 сехет ĕçлесе татмалла тесе йышăну кăларнă. «Пĕрре вăрланипех нимĕн те пулмĕ», – тенĕ-ши 1971 çулта çуралнăскер. 2006 çулхи июнь уйăхĕн 18-мĕшĕнче çур çĕрте В. Йăлкăшра пурăнакан В.Евдокимов кил-хуçалăхне кĕрсе мастерской чÿречине çĕмĕрнĕ. Арçын 2700 тенкĕ тăракан электричествăпа ĕçлекен дисклă пăчкă тата 2500 тенкĕ тăракан сава йăкăртса тухнă. Ирхи сакăр сехетре кил хуçи арçынĕ Чулхула облаçĕнчен ĕçлесе таврăннă хыççăн мастерскойĕнче япаласем çухалнине тата çĕмрĕк чÿречесене асăрхать. В.Евдокимов урайĕнче чÿрече ванчăкĕсем выртнине, ура йĕрĕсене курать. Арçын йĕркелĕх хуралçисенчен пулăшу ыйтать. Йĕрлевçĕсем вăрра çийĕнчех тупса палăртрĕç. В. та хăйĕн айăпне йышăнчĕ. Вăл В.Евдокимов ют хуласене ĕçлеме çÿренине тата унăн кил хуçалăхĕнче тĕрлĕ инструмент пуррине пĕлнĕ иккен. Çавăнпа та эрех ĕçсе ÿсĕрĕлнĕскер анкартипе В.Евдокимов хуçалăхне кĕрсе преступлени тунă. Инструментсене Ишек пасарĕнче палламан çынсене сутнă. Арçынна РФ Уголовлă кодексăн 158-мĕш статйин 2-мĕш пайĕн «б», «в» пункчĕсемпе айăплă тесе йышăннă.

Кунпа çеç çырлахман-ха вăл. Çулсеренех преступлени тунă, саккуна пăснă. «Вăррăн алли вăрăм», – теççĕ. Кăçалхи апрелĕн 25-мĕшĕнче В. татах çын пурлăхне хапсăннă, милици аллине лекнĕ. Хальхинче Пĕчĕк Йăлкăшри Н.Никитин хуçалăхĕ илĕртнĕ ăна. Пÿрте кĕмелли çăрана аркатса арçын саккунсăр майпа виçĕ литрлă виçĕ банка, виçĕ пластмас хупăлча, пĕр кĕленче сăра, апат пĕçермелли хатĕр, вунă çăмарта вăрласа тухнă, кил хуçине 390 тенкĕлĕх тăкак кÿнĕ.

Н.Никитин Шупашкарта çемйипе пурăнать. Пĕчĕк Йăлкăша кашни эрнерех килсе каять, кил хуçалăхне пăхса тăрать.

– Апрелĕн 23-мĕшĕнче эпĕ Мăнкуна яла килтĕм. Ял çыннисемпе уява паллă турăмăр. Урамра В. та пурччĕ. Тепĕр кунхине ирех пÿрт алăкне питĕрсе хулана кайрăм, çăрана пĕрле илтĕм, – терĕ кил хуçи.

Апрелĕн 28-мĕшĕнче Н.Никитин тăван килне таврăнса алăка аркатса кĕнине, сăмакун тата ытти япаласем çухалнине асăрхать. Хулана васканипе милицие çăхав çырса памасть вăл, çапах та участок уполномоченнăйне шăнкăравласа пĕлтерет.

Д.Матвеев свидетель ку ялтах пурăнать. Кÿрши ăна эрехпе хăналанине пĕлтерсен ĕç-пуç уçăмланчĕ. Н.Никитин яла таврăнсан шалти ĕçсен пайне заявленипе тухрĕ.

В. хăйĕн айăпне йышăнчĕ. Айăплав пĕтĕмлетĕвне кăçалхи июнĕн 17-мĕшĕнче йĕркеленĕ, Элĕк районĕн прокурорне ярса панă. Район сучĕ В.-на условлă майпа ирĕкрен хăтарнă.

Н.ПЕТРОВА,

следователь.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика