03 сентября 2011 г.
Патшалăх тата вырăнти органсен должноçри çыннисене граждансен чĕнĕвĕсене саккунпа палăртнă йĕркепе пăхса тухассине пăхăнманшăн административлă майпа явап тыттарма пăхнă. Айăплав-штраф – 5 пин тенкĕрен пуçласа 10 пин тенкĕ таран. 2011 çулхи июлĕн 11-мĕшĕнче вăя кĕнĕ «Раççей Федерацийĕн административлă право йĕркисене пăсни çинчен Кодексне улшăнусем кĕртесси çинчен» 199-ФЗ номерлĕ Федераллă саккунĕнче çавна уйрăмах яр уççăн палăртнă.
Маларах асăннă сферăра влаç органĕсен ĕçĕ-хĕлĕ çинчен информаци тăратмалли йĕркене пăхăнманшăн кăна административлă майпа явап тыттарма пăхнă. Çакна та палăртмалла, ĕçсене прокурор пуçарать, судсем вара пăхса тухаççĕ.
Ф.ЛАЗАРЕВА,
район прокурорĕн çумĕ.