АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ял-йыш туйра савăнчĕ

07 сентября 2011 г.

Пирĕн Шĕмшеш тăрăхĕнчи Кивуй тата Шĕмшеш ялĕсенче пурăнакансемшĕн унчченхи шăмат кун уяв кунĕ вырăннех пулчĕ. Ял çыннисем чăваш туйне курса савăнчĕç.

Кивуйра Владимир Ивановичпа Юлия Александровна Илларионовсем патвар кĕлеткеллĕ, илемлĕ сăн-питлĕ каччă ÿстернĕ. Шĕмшешри Черновсен хĕрĕ епле хÿхĕм тата. Ытарми икĕ çамрăк – Ваньăпа Марина савăнăçлă лару-тăрура пĕрлешрĕç.

Кивуйсем Шĕмшеше хĕр илме пысăк йышпа çитрĕç. Чăваш йăли-йĕркине пăхăнса ирттернĕ туй пурне те килĕшрĕ. Туй арăмĕсем, Таня Матвеева ертсе пынипе, туй каччисем те такмак хыççăн такмак каласа юрларĕç, ташларĕç. Кин туяннă хыççăн туй халăхĕ Элĕкри «Тĕлпулу» кафере савăнчĕ.

Л.ТИМОФЕЕВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика