07 сентября 2011 г.
ЧР Ял хуçалăх министерстви ялта пурăнакансене выльăх апачĕ туянма федераллă тата республика бюджечĕсенчен субсидисем – кашни ĕне пуçне 1700 тенкĕ куçарса панă.
Çакна тума Чăваш Енре 2011 çулхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне ĕнесен йышне чакарманнипе май килнĕ.
Çулталăк пуçламăшĕнчех республикăна çакна валли 109 миллион тенкĕлĕх пĕрремĕш транш килнĕччĕ. Ун чухне Чăваш Енри ял хуçалăх организацийĕсемпе уйрăм хушма хуçалăхсем ĕне пуçне 1 пиншер ытла тенкĕ илнĕччĕ. Пĕтĕмĕшле илсен, республикăри ял çыннисем иккĕмĕш транша шута илсе 156,4 миллион е кашни ĕне пуçне 2800 тенкĕ ытла илнĕ. Ку ялта выльăх-чĕрлĕх отрасльне аталантармалли хушма май пулса тăчĕ.