07 сентября 2011 г.
Чылай çул каялла шкулти чи аслă çын вĕрентекен тесе шутланă. Кунпа килĕшме кирлех те мар пуль. Шкулта çав-çавах тĕп фигура вĕренекен шутланать. Вĕрентекенĕ вара-дирижер. Вăл вĕренекенсен ĕçпе йĕркелесе пырать, ăслăлăха алла илме, пĕлÿ тĕпчине уçма кирлĕ условисем туса парать.
Вĕренÿ тытăмĕнче чи кирли – çак ĕçе пурне те туллин хутшăнтарасси, çав шутра – ашшĕ-амăшĕсене те. Хальлĕхе ашшĕ-амăшĕсем «оппозицире» шутланаççĕ-ха. Пачах урăхла, вĕсен шкула пулăшаканĕсем пулса тăмалла, вĕренÿ учрежденийĕсемпе тачă çыхăну тытмалла. Шел, хальхи вăхăтра кунашкал йĕрке манăçа тухса пырать. Чăнах та ĕнтĕ, попечитель Канашĕсене йĕркеленĕ, анчах та вĕсем шкул директорĕ «каласа-вĕрентсе» пынипе ĕçлеççĕ. Çапах та гражданла пĕрлĕх (общество) тин çеç йĕркеленет-ха, апла пулсан шкулпа ашшĕ-амăшĕ хушшинчи çыхăнăва çирĕплетмелли майсем сарăлсах пыма тивĕç.
Паянхи кун шкулсенче техника тата пурлăх хатĕрĕсем çителĕклĕ темелле. Апла пулсан вĕсемпе туллин те пĕлсе усă курмалла. Вара тин вĕренÿ пахалăхĕ татах та ÿсĕ. Пахалăха лайăхлатма пĕрлĕхлĕ патшалăх экзаменĕ (ЕГЭ) кăна çителĕксĕр тесе шутлатăп. Çак экзаменпа пĕрлех олимпиадăсем, конкурсем ытларах та ытларах ирттермелле, вĕренекенсен пултарулăх проекчĕсене йĕркелемелле. Кăтартусене пĕтĕмлетнĕ чухне пĕтĕмĕшле пĕлÿ шкулĕсене гимназисемпе, ял шкулĕсене хуларисемпе танлаштарма кирлĕ мар. Кусем вĕсем-пачах расна япаласем.
Çĕнĕ вĕренÿ стандарчĕсем пирки нумай калаçаççĕ-тавлашаççĕ. Паллах, вĕсем кирлех. Çĕнĕ стандартсем шкул ачипе хăйне килĕшекен предметсене суйласа илсе тĕплĕнрех вĕренме майсем туса параççĕ.
Мĕн куратпăр-ха эпир паянхи шкулта; Вĕрентекенсем пуринчен ытларах хут айне хупланса ларнă – çыраççĕ те çыраççĕ. Кирлех те мар пуль ку. Ман шутпа, ЧР Вĕренÿ министерстви шкулсене ярса паракан хутсемпе çырусен хисепне 10-15 процент чакармалла.
П.СТЕПАНОВА,
Вутлан шкулĕнче вĕрентекен