АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çурт хыççăн çурт хупăнать – ял та пушанать

07 сентября 2011 г.

Вырăс Сурăм пĕр урамран кăна тăмасть: пайланса кайнисем те пур. Ку яла пырса кĕрсен тÿрех çакна тавçăрса илетĕн: кунта пурăнакансен йышĕ çав тери пысăках мар. Хăш-пĕрин килĕ умне авă пĕр сукмак та пымасть. Ялта тĕпленнисенчен чылайăшĕ киле газ кĕртнĕ.Ял çыннисене асфальт пурри хытах савăнтарать: ара кĕрхи йĕпе-сапара пылчăк çăрса утас çук. Анчах кану ыйтăвĕ самаях хумхантарать. Культура çурчĕ темиçе çул каялла хупăннă. Çавăнпа та çынсене пĕр çĕре пуçтарăнса савăнма май çук. Культура учрежденийĕ ĕçлеменрен пултарулăх ушкăнĕ те йĕркелеймеççĕ, концертсемпе те тухса çÿреймеççĕ. Юнтапари культурăпа кану центрне каяс – ытла та инçе. Пытараймăн, çамрăк çынсене хĕллехи вăрăм каçсенче кичем, телевизор умĕнче ларнипе е пĕр-пĕр алă ĕçĕпе аппаланнипе вăхăта ирттерме тивет. Шкул çурчĕ те хупă. Тул енчен пăхма илемлĕскер пуш-пушах ларать. Кунта ачасене вĕрентме пăрахнăранпа пĕр çул çеç иртмен. Шкул çурчĕн алăкĕ хăçан тепĕр хут уçăласси вара паллă мар.

Вырăс Сурăмĕнче ĕне-выльăх усрама лайăх. Кассу пăхма вырăнĕ çителĕклĕ, пушă выртакан уйсем йĕри-тавраллах. Вăй питтисем утмăл сотăйпа тата анкартипе туллин усă кураççĕ, çавна май выльăх апачĕ хĕл каçма çителĕклĕ хатĕрлеççĕ.

Ял çыннисемпе те курса калаçма тÿр килчĕ çула тухнă кун. Акă Анатолий Морозовпа пĕр чĕлхе хăвăртах тупрăмăр.

– Çитмĕл пиллĕкре эпĕ. Хулара пурăнатăп пулин те çуралса ÿснĕ кĕтесе манаймастăп. Тăван ял ялан вăй-хал парса тăрать мана, ку таврари уçă сывлăш сывлăха хавшама памасть, – кăмăллăн пуплерĕ А.Морозов.

Вăл çу кунĕсене хулара мар, Вырăс Сурăмĕнче ирттерет. Пушă вăхăт нумайран килти хуçалăхра вак-тĕвек ĕçсемпе аппаланать.

– Пурнăçра çынна кашнинчех пĕр-пĕр интерес кирлĕ, унсăрăн вăл хăвăртах хавшать, – хăйĕн шухăшне пĕлтерчĕ ватă.

А.Морозов салтакран таврăнсан хулана кайса тĕпленнĕ. Чăваш Патшалăх университетĕнче пĕлĕве тарăнлатнă. Шупашкарти аппаратурăсен заводĕнче пĕр улшăнмасăр вăтăр çичĕ çул ĕçленĕ. Халĕ акă пенсире. Патшалăхĕ мĕн чухлĕ укçа парать, çавăнпа çырлахать. Çулсем малалла шуни пит шиклентермест ăна, чи кирли сывлăхĕ пултăр тет.

– Ялта пурăнма ырлăх халĕ. Вырăнта ĕç çукки çеç япăх пулăм тесе шутлатăп, – васкамасăр калаçрĕ çитмĕл пиллĕке çитнĕскер.

Ватă тĕрĕсне калать. Калинин ячĕллĕ хуçалăх арканиччен уй-хирте хыт-хура ашкăрман. Машина-трактор паркĕ кĕрлесе тăнă, ĕне-выльăх ферминчен çын татăлман. Пур ĕçе те вăхăтра пурнăçланă, ял çыннисем активлăхпа, ĕçлес хастарлăхпа палăрса тăнă. Тыр-пулне те туса илнĕ, çĕр улмине те лартса çитĕнтернĕ. Хуçалăх саланса кайсан çынсем тĕрлĕ çĕрте ĕç шырама пикеннĕ. Вырăс Сурăм ялĕнче хĕрĕх çул каялла çĕнĕ урам çĕкленсе ларнă. Пÿртсем – кирпĕчрен купаласа тунăскерсем. Ку урамра пĕр кил-çурт та пушă мар. Ыттисенче вара хуçасăр пÿртсем те пур.

– Ял пĕтсе пынăнах туйăнать, мĕншĕн тесен çамрăксем сахал, – сăн-пичĕ тĕксĕмленчĕ ватăн.

Яшсемпе хĕрсем ĕç çукран ялта тытăнса тăмаççĕ, шкул хыççăнах хулана тапаççĕ. Алла пĕр-пĕр специальноç илсен те каялла таврăнасси пирки шутламаççĕ. Вырăс Сурăмĕнче тĕрлĕ шăпаллă çын пурăнать, кашнин пурнăçĕ расна: терт-нушине те, ыррине те курма тивнĕ пулинех. Кунта тĕпленнисене ÿлĕмрен мĕн кĕтет – никам та пĕлмест, анчах та тăван яла пурте сыхласа хăварасшăн. Ача сахал çуралнăран, ватăсем çут тĕнчерен уйрăлса пынă май Вырăс Сурăм çĕнелмест, çулсерен пушанать кăна. Ку ялта ытлари кун пулса иртекен пасара темиçе çул каялла ăçтан кăна пуçтарăнман-ши; Тĕрлĕ япала сутнă. Халăх кĕшĕлтетнĕ çеç. Халĕ-и; Пасара çирĕм çынран ытла пухăнмасть. Тепĕр тесен, ялта лавкка пурри те тавар шыраса инçе çула тухма хистемест. Райпона ертсе пыракансем, акă лавккана çĕнетме шутланă, çавăнпа та юсав ĕçĕсем анлă сарăлнă.

Вырăс Сурăм пирки нумай çĕннине пĕлтĕмĕр. А.Морозовран уйрăлсан тепĕр çынпа курса калаçма тÿр килчĕ. Е.Николаев та сăмах çăмхине сÿтме хирĕçлемерĕ. Шуррине те, хуррине те сахал мар курнă ватă çын кашни сăмаха шухăшласа калани сисĕнчĕ. Ăна та, ыттисем пекех, ял пĕтсе пыни пăшăрхантарать. Паян пĕр çурт хупăнтăр, ыран тепри – ял пĕчĕккĕнех пушанать. Вырăс Сурăм илемлĕ вырăнта вырнаçнă. Юханшывĕ те юнашарах. Çу кунĕсенче питех те ырă. Ĕç вырăнĕ йĕркелесе памасан пурăна-киле ку ялта кам юлĕ-ши;

Юрий КОРНИЛОВ. Сăн ÿкерчĕкĕсем

авторăн.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика