АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ывăннине никама та кăтартмасть

07 сентября 2011 г.

Хĕрÿ вăхăтра вăй питти çынсене апат çитермесĕр май çук. Акă, «Правда» хуçалăх правленийĕпе юнашар вырнаçнă столовăй çуркунне ĕçлеме пуçланă. Кунта кĕрхи ĕçсем вĕçленичченех хуçалăх ĕçченĕсене вĕри апатпа тивĕçтерĕç. Светлана Быкова повар сăмаха çапла пуçларĕ: «Çынсем валли апат пĕçересси йывăр мар маншăн. Кунне икĕ хутчен апат пĕçеретĕп, кăнтăрла тата каç еннелле çиме килеççĕ».

Çăкăрпа тата какайпа хуçалăх правленийĕ çителĕклех тивĕçтерет. С.Быкова повар час-часах ĕçлекенсене какай шÿрпи хатĕрлесе савăнтарать. Иккĕмĕш блюдо валли те тĕрлĕ апат-çимĕç хатĕрлет Светлана Алексеевна. Ывăннине никама та кăтартмасть.

А. СТЕПАНОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика