07 сентября 2011 г.
Анатри Хурасан ялĕн урамĕпе иккĕн васкаса утаççĕ. Хире-хирĕç çывхарса пынă май, пĕрне тÿрех палласа илтĕм. Люба пулчĕ ку. Эпĕ ăна «Новый путь» хуçалăхра чылайранпа ĕçленĕрен пĕлетĕп.Çамрăк хĕрарăм Чăваш Сурăм ферминче ĕçлетчĕ. Вăл кунта малтанах пăрусем пăхатчĕ. Хыççăн дояркăра та вăй хучĕ. Халĕ, авă, вăл ял хуçалăх кооперативĕн урăх ферминче ĕçлет. Вăкăрсем самăртнă çĕрте тимлет хастар хĕрарăм.
– Фермăра ĕçлеме условисем лайăх. Вите çирĕп, унта хĕл кунĕсенче те сивĕ пулас хăрушлăх çук. Выльăхсем патне шыв пырсах тăрать. Тислĕке транспортерпа тасататпăр, – хыпарларĕ вăл.
Самăртма уйăрнă выльăхсене лайăхрах тăрантарасси тĕп вырăнта пулнине те пĕлтерчĕ Любовь Димитриева. Ку ĕçе хуçалăхра централизациленĕ майпа йĕркеленĕ.
Любовь Алексеевна юлашки çулсенче выльăхсене мăшăрĕпе Левăпа пĕрле пăхнă. Вĕсене ачисем те пулăшсах тăнă. Кăçалхи çу кунĕсенче тăххăрмĕш класран вĕренсе тухнă Галя хĕрĕ пысăк пулăшу кÿнĕ амăшне. Кил хуçи, Лев Димитриев, хуçалăхри машина-трактор паркне ĕçлеме куçнă. Вăл халĕ вырмана хутшăнать. Комбайнсем патĕнчен тырра йĕтем çине турттарса тăрать.
Димитриевсен аслă хĕрĕ Таня хулана иленнĕ. Ĕçне те тупнă. Катьăпа Валя хĕрĕсем те тĕп хуларах, вĕсем пĕлĕвĕсене малалла ÿстереççĕ. Пĕри культура ĕçченĕн, тепри строитель профессийĕсене илессишĕн тăрăшаççĕ.
Кил хуçи хĕрарăмĕ – Любовь Алексеевна ир-ирех фермăна васкать. Выльăх-чĕрлĕхе пăхас ĕçе тÿрремĕнех хутшăннипе пĕрлех фермăра заведующи те шутланать.
Йывăр виçеллĕ, самăр вăкăрсене кăна сутаççĕ. Ку таранччен аш-какай комбинатне вăтăр пуç таранах ăсатнă, вĕсен чĕрĕ виçи 350-шар килограмран кая пулман.
Ферма ертÿçи хĕле хатĕрленессипе ĕçсем ăнăçлă пынипе те кăмăллă. Вите лайăх пулнипе пĕрлех выльăх апачĕ те ытлă-çитлĕ хатĕрлени татах та лайăхрах ĕçлеме шанăç кÿрет пилĕк ача амăшне.
Е.ТИМОФЕЕВА.
Сăн ÿкерчĕкре: Л.Димитриева.