07 сентября 2011 г.
Мĕн вăл этем шухăшĕ; Çав шухăшсем çутçанталăкран килмеççĕ-и; Урăх галактикăсенче пурăнакансем е НЛОсем пире нимĕн те систермеççĕ-и;
Геннадий ЕГОРОВ, Татмăш– Çутçанталăкри нимĕнле япала та: тăм-хăйăр, çĕрпе тăпра та, шыв-шур та, хĕвелпе уйăх та, çăлтăрсем те – нихăшĕ те çынна шухăшлă (идейăллă) информаци памаççĕ. Калăпăр, эсĕ ир-ирех тăнă тейĕпĕр, куçна уçнă-уçманах сан пуçна: «Кÿршĕ ĕнер мана хытă кÿрентерчĕ, мĕн туса тавăрам-ши ăна;», – текен шухăш пырса кĕме пултарать. Тÿрех каламалла, ку шухăша сана хĕвел те, уйăх та, çĕр те, шыв та, чул таврашĕ те памасть. Унашкал шухăшсене выльăхсем те, кайăксем те, пулăсем те, чĕрĕ чунсем те пама пултараймаççĕ. Çут çанталăкри япаласемпе чĕрĕ чунсем çынна шухăш-идея парас пулсан, пин-пин тĕрлĕ шухăш каплана-каплана килнипе тĕнчери çынсем тахçанах ухмаха тухса пĕтмелле. Тĕнчери япаласем çынна сăмахсăрах, шухăшпа чăрмантармасăрах, хăйне евĕр информаци парса тăраççĕ. Вĕсене эпир туйса, ăнланса илетпĕр.
Шухăшсем, шухăшсем... Сăмахран, эсĕ ир-ирех тăнă, куçна сăтăркаланă вăхăтра: «Кÿршĕ мана хытах ятларĕ, апла пулин те тĕрĕсех каларĕ. Каçару ыйтам та унчченхи пекех унпа лайăх пурăнам», – теекен шухăш пырса кĕчĕ тейĕпĕр. Малтанхи шухăшĕ те хăпма пĕлмест: «Мĕн каçару ыйтмалли унран, эсĕ мĕн, унран катăк-им;..Икĕ тĕрлĕ шухăш, вĕсем хушшинче – пĕр этем. Шухăшсем... шухăшсем.. Ăçтан-ши вĕсем;...
Вĕсем ăçтан пулнине тĕрĕс ăнланас тесен çакна ĕненмелле: çут çанталăк икĕ тĕнчеллĕ: курăнакан тĕнче пур тата курăнманни. Курăнакан тĕнчере çылăха пула йăшса çитнĕ этем пурăнать, курăнман тĕнчере – ангелсем. Вĕсем икĕ тĕрлĕ: Турă ангелĕсем, çавăн пекех Турра хирĕç тăракан, этеме пĕтерме хыпкаланакан шуйттан ангелĕсем. Ангелсем икĕ тĕрлĕ пулнăран этем яланах икĕ тĕрлĕ шухăшсемпе айланать: «Кÿршĕрен каçару ыйтам та унпа чиперех пурăнам», – теекен шухăш Турă ангелĕнчен, «Мĕн каçару ыйтмалли унран», – теекенни шуйттанран.
Çавнашкал шухăшсене суйласа илесси, вĕсем хыççăн каяссипе каяс марри те этемрен хăйĕнчен килет. Урăх çынна хисеплеттермен кирек епле шухăш та, ытти çынсем хушшинче ăслăрах та ăслăрах пек туйăнтаракан шухăшсем те – усал ангелсенчен. Çапла шухăшласа: «Кирек мĕнле çын та пĕр-пĕр пултарулăхĕпе манран ăслăрах та», – тесе пурăнни тĕрĕсрех. Идеализмпа материализм хушшинчи хирĕçĕве пĕр шухăш çеç тĕрĕс татса парать. Идея-шухăш – яланах малта, хыçалта – материализм. Пĕр профессор та, пĕр академик та хăйĕн ĕçĕсене идейăсăр (шухăшсăр) çырман. Пурин те: «Манăн çав темăпа çырмалла», – текен шухăш пулнă, шухăшла-шухăшлах диссертацисем хÿтĕленĕ... Çавăнпа та çакă çут çанталăк хăй тĕллĕн пулма пултарайман, ăна пултармалли идея (шухăш) пулнă. Çав шухăш – Турăран. Шухăш вăл – сăмах. Çут çанталăкри япаласем: çĕр, чул, тăм, шыв, çăлтăрсем, уйăх, хĕвел тата ыттисем те çынна сăмах калаймаççĕ. Иоанн Апостол кун пирки питĕ вырăнлă каланă: «Сăмах чăн малтанах пулнă. Вăл сăмах Турăра пулнă. Çав сăмах Турă пулнă. Пурнăçа вăл пуçласа янă. Унсăр пуçне нимĕн те пулман». Çакă шухăша тĕпе хумасан, тĕнче уçлăхĕнчи шучĕ çук çăлтăрсем яланах пĕр-пĕринпе çапăнса тăнă пулĕччĕç, анчах вĕсем çапăнмаççĕ. Турă хăвачĕ вĕсене тĕлĕнмелле ăслăлăхпа çавăрса тăрать. Çăлтăрсене çапла тытса тăрас идея малтанах пулнă, кайран тин идея авторĕ çăлтăрсене пултарнă. Эппин, малтан машина тăвас идея пулнă, кайран çеç çынсем хăйсен идейин «çимĕçне» курнă.
Шухăшсем, шухăшсем... Ăçтан килеççĕ-ши вĕсем; Çын урăх çынна пулăшасшăн шухăшласа тăрăшать пулсан – Турăран, çын урăх çынна пĕтересшĕн пурăнать пулсан – шуйттанран. Мĕншĕн; Мĕншĕн тесен малтан шухăш килет те кайран, çав шухăш хыççăн кайса, ĕç пулать. Кирек епле ĕçе тăвиччен малтан шухăшламалла: урăх çынсемшĕн те усăллă-ши вăл;
Леш тĕнчере ангелсемпе çынсен чунĕсем пĕр-пĕринпе калаçса мар, шухăш урлă çыхăну тытаççĕ. Урăх этемĕн шухăшне пĕлекенсем ку тĕнчере те пур, анчах та питĕ сайра. Шухăш вăл сывлăшăн пайĕсенчен пĕри. Çавăнпа та этем пурăнакан çĕрте шухăшсăр вырăн сывлăшра пÿрне чикмелĕх те çук.
НЛО текен япаласем, вĕçекен хатĕрсем, тĕнчере çук. Вĕсем – усал кăтартакан пулăмсем çеç. Унашкал япала курăнсан, Христоса ĕненекенсем 90-мĕш псалома вулаççĕ те сăхсăхаççĕ. НЛО еннелле хĕрес палли хываççĕ. Вара вĕсем самантрах куçран çухалаççĕ. Вĕсем хăйсене ракетăсемпе пенинчен хăрамаççĕ.